Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Глава администрации Яльчикского района Леонард Левый выражает благодарность жителям района за участие в выборах

Глава администрации Яльчикского района Леонард Левый выражает благодарность жителям района за участие в выборах

Хисеплĕ Елчĕк район халăхĕ!


Сентябрĕн 17-19-мĕшĕсенче эпир пурте пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнтăмăр – Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларăмăр. Иртнĕ çулхи пекех, кăçал та районти суйлавçăсем питĕ активлă пулчĕç, тĕрĕс суйлав туса малаллахи аталанушăн, тăнăçлăхшăн сасăларĕç. Суйлавçăсен пысăк пайĕ хăйсен сассине «Единая Россия» партишĕн тата Анатолий Аксаковпа Юрий Попов кандидатсемшĕн пачĕ.
Тĕрĕс суйлав туни пире малашне те районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне çирĕп никĕс хывма май парĕ. Пĕрлехи ĕçре вара çитĕнÿсем пулĕçех.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне тивĕçлĕ шайра хатĕрленсе ирттерме пулăшнă Елчĕк территори, участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсене, агитаторсене, кашни суйлавçа чĕререн тав тăватăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп. Малашне те пĕрле пулар!


Л.В.Левый,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.



21 сентября 2021
10:19
Поделиться