Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инвесторсене илĕртмелле

Иртнĕ эрнере районта республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсен хушшинче «Муниципалитет пĕрлешĕвĕсене инвесторсене илĕртекен вырăнсем йĕркелесси» темăпа стратеги сессийĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, хуласемпе районсен администрацийĕсен экономика пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.

Семинара хутшăннисем чи малтанах Елчĕкри Тĕп лапампа, «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăпа килĕшÿллĕн капăрланнă культурăпа кану паркĕнче пулса курчĕç, Елчĕксен территорисене тирпей-илем кĕртес енĕпе пурнăçланакан ĕç опычĕпе паллашрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хăнасене кĕтсе илнĕ май районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн программисене мĕнле ĕçе кĕртсе пыни пирки каласа кăтартрĕ.

Семинара ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ — Шалти политикăн управленийĕн начальникĕ Николай Каргин уçрĕ. Дмитрий Краснов муниципалитет пĕрлешĕвĕсен инвестици профильне туса хатĕрлес тема çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Ертÿçĕсем çавăн пекех РФ Экономика аталанăвĕн министерствин патшалăх тĕллевлĕ программисен тата укçа-тенкĕ хывассипе ĕçлекен департаменчĕн директорĕ Алексей Грановский видео мелĕпе ирттернĕ конференцие хутшăнчĕç – вăл муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче инвесторсене илĕртес мелсем пирки каласа кăтартрĕ. Тюмень облаçĕн губернаторĕн советникĕ Ольга Езикеева çак темăпа ирттернĕ мастер-класпа та кашниех кăсăкланса паллашрĕ.

Тĕрлĕ темăпа уйрăм докладсене итленĕ хыççăн муниципалитет пĕрлĕхĕсен аталанăвĕн тĕллевĕсене палăртрĕç, ытти чылай ыйтăва пăхса тухрĕç семинара хутшăннисем.

Семинар ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕтĕмлетрĕ. Вăл инвестици экономика аталанăвĕн тĕп никĕсĕ, экономика аталанăвĕ вара халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе йышăнакан социаллă ыйтусене татса паракан çăлкуç пулнине палăртрĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА



23 июля 2021
09:20
Поделиться