Архив материалĕсемпе

Конкурса хутшăнас тесен Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строительствин темипе çыхăннă видео ÿкермелле, вăл 5 минутран ытла пулмалла мар. Жанрне çын хăй палăртать: интервью, репортаж, юрă клипĕ, тĕрленчĕк тата ытти те. Видео ÿкернĕ чухне архив материалĕсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе, истори реконструкцийĕн элеменчĕсемпе усă курсан авантараххине палăртаççĕ йĕркелÿçĕсем. Конкурса 14 çултан аслăраххисем, çавăн пекех коллективсем, предприятисемпе организацисем хутшăнма пултараççĕ.

Жюри ĕçсене хакланă чухне вĕсем конкурс темине тивĕçтерни-тивĕçтерменнине, истори чăнлăхне, видеоÿкерÿ пахалăхне шута илĕ. Сăмах май, пахалăхлă видео ÿкерес текенсем режиссура тата видеомонтаж эксперчĕсем хатĕрленĕ онлайн урокпа паллашма пултараççĕ. Конкурса хутшăнас кăмăллисен пултарулăх ĕçĕсене авăн уйăхĕн 25-мĕшĕччен тăратмалла. Конкурс пирки тĕплĕнрех ЧР Цифра министерствин сайтĕнче çырса кăтартнă.



Елчек ен