Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăванĕсем манмаççĕ

Икĕ хут Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ Совет Союзĕн Геройĕ Александр Беляев пирки хамăр хаçатра сахал мар çырнă эпир.

Геройăн тăванĕсем юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра час-часах пулаççĕ. Унăн Светлана хĕрĕ Елчĕк çĕрĕ çинче пуçласа Александр Беляевăн 100 çулхи юбилейне паллă тунă чух килнĕччĕ.

– Атте çуралнă вырăна çак таранччен те килсе курманшăн чунтан хурланатăп. Çуралнă вырăнĕнче ăна çапла чыс тунине эпĕ пĕлмен, – тенĕччĕ вăл уяв хыççăн куççуль витĕр.

Каярах виличчен темиçе хут та килсе кайрĕ Светлана Александровна пирĕн тăрăха.

Геройăн ывăлĕ Анатолий Беляев икĕ хут пулчĕ Елчĕкре. Юлашки хут ашшĕ çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă тунă уява килсе кайрĕ. Çак мероприятие çавăн пекех унăн Владимир ывăлĕ тата Алексей мăнукĕ çемйипе тата тĕрлĕ кĕтесре тĕпленнĕ тăванĕсем хутшăнчĕç. Ун чухне Елчĕкри тĕп библиотекăра А.Ф.Беляевăн мăнукĕ Владимир Анатольевич Беляев хăй кăларнă «Герой Советского Союза А.Ф.Беляев. 1908-1943» кĕнекен презентацине ирттерчĕ.

Паттăрăн мăнукĕ района час-час килсе çÿрет – Елчĕк ялĕнче пурăнакан Александр Беляев çуртне чарăнать. Çакна та палăртар: вăл Герой ячĕпе районти кирепуканçăсен турнирне ирттерме çулсерен пысăк пулăшу парать. Юлашки хут килнĕ чух Владимир «Елчĕк ен» хаçат редакцине те кĕрсе тухрĕ.

…Совет Союзĕн Геройĕ Александр Беляев 1943 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче Украинăри Кировоград облаçĕнчи Верблюжка патĕнчи тискер çапăçу вăхăтĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Унăн Надежда мăшăрĕ Анатолий ывăлĕпе Светлана хĕрне пĕчченех ура çине тăратнă. Упăшкинчен ир тăлăха юлнă хĕрарăм 80 çул пурăннă. Кирек хăçан та ачисен умĕнче мăшăрне тĕслĕх вырăнне хунă.

Паттăра тăванĕсем манманни, пирĕн тăрăха килсех çÿрени савăнтарать.

Е. ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Владимир Беляев «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче.



Елчек ен
07 мая 2021
08:43
Поделиться