Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çурти вăй – çулталăка

Акана тухас умĕнхи йăлана кĕнĕ районти анлă канашлăва иртнĕ эрнекун «Яманчурино» ООО никĕсĕ çинче йĕркелени ахальтен мар. Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе специалистсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вĕсен çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисемпе тулнă автопаркĕпе паллашрĕç. Сăмах май каласан, ял хуçалăх предприятийĕнче юлашки 4 çулта 75 миллион тенкĕлĕх, çав шутран 2020 çулта тата кăçалхи 3 уйăхра анчах 38 миллион тенке яхăнлăх! энергие перекетлекен çĕнĕ йышши техника туяннă. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та çакна уйрăммăн палăртса каламасăр иртме пултараймарĕ. Аталану çулĕпе çирĕппĕн малалла утăмлакан ял хуçалăх предприятийĕн, паллах, районти ытти мĕн пур çĕр ĕçченне çур аки ĕçĕсене агротехника хушнă вăхăтра тата инкек-синкексĕр йĕркелесе ирттерме ырлăх-сывлăх сунчĕ вăл. Производствăри ĕçе йĕркеленĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси, çын сывлăхне упрасси — чи малти вырăнта. Инкекрен малтан асăрханмалла, унпа тĕл пулсан вара пысăк кăтартусем те куçа курăнмĕç…
Яманчÿрелсем кăçал акана та пуринчен малтан тухнă. Вырсарникун – апрелĕн 18-мĕшĕнче кунта пуçласа урпа акнă. Çанталăк пăсăличчен, апрелĕн 21-мĕшĕ тĕлне ăна 165 гектар (1-мĕш репродукцири Владимир сорт) акса хăварма ĕлкĕрнĕ.

Пуш-ака уйăхĕсенче çанталăк сивĕ тăнине пула кăçал хире виçĕ эрне каярах юлса тухма тивнĕ пулсан та, Владимир Рахмуллин директор шучĕпе, ĕç кал-кал йĕркеленсе пырсан пĕтĕм ĕç 10 кунра вĕçленмелле. Уй-хире пĕр харăс 4 агрегатпа, çав шутра икĕ ака комплексĕ тухни тата вĕсене ĕçлеттерме пысăк ăсталăх пухнă механизаторсене ?Юрий Комиссаров, Юрий Шуваров, Александр Матвеев тата Владимир Чернов/ çирĕплетсе пани ĕçе тухăçлă йĕркелеме пулăшасса пурте çирĕп шанса тăраççĕ. Сăмах май каласан, «Яманчурино» ОООра кĕр тыррисен лаптăкĕ те 800 гектар, çурхи культурăсем 1328 гектар йышăнаççĕ. Выльăх апачлĕх культурăсемпе – пĕр çул ÿсекен курăкпа кукурузăна шута илсен, ял хуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2648 гектар шутланать.Çакăн чухлĕ ĕç калăпăшне çÿллĕ шайра пурнăçлама ял хуçалăх предприятийĕнче пур майсем те çителĕклĕ. Минераллă удобренисемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, чи лайăх вăрлăхсемпе те малтанах туллин саппасланнă.

… Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама пĕтĕмĕшле мĕнле хатĕрленнине район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов хак пачĕ. Районĕпе пĕтĕмпе туяннă 5400 тонна минераллă удобрени акăнакан 1 гектар пуçне 52 кг, «Яманчурино», «Урожай», «Авангард», «Нива» агрофирма», «АСК-Яльчики», «Клевер» ОООсенче, «Комбайн», «Сатурн», Ленин ячĕллĕ, «Рассвет» ЯХПКсенче, «Цветковсем», А.Бикулов, А.Петров хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсенче ытларах та – 53-113 кг чухлĕ тивĕçет. Минераллă удобренисене кирлĕ таран туянма вăй çитереймен ял хуçалăх организацийĕсем те пур, паллах.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсене пурĕ 965 тонна, çур акире усă курма кирлин 137 проценчĕ чухлĕ, туяннă. «Клевер», «Победа», «Яманчурино», «Урожай», «АСК-Яльчики», «Энтепе» ОООсем, «Комбайн», «Рассвет» , Ленин ячĕллĕ, «Сатурн», «Труд» ЯХПКсем, «Прогресс» АХО, «Цветковсем», Б.Головин, А.Бикулов хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсем ăна тата ытларах кÿрсе килме пултарнă.

Вăрлăхсем пур хуçалăхра та çителĕклĕ, сортсене улăштарасси-çĕнетесси çине те тимлĕх уйăрнă. 1329 тонна ?33 процент/ пысăк репродукциллĕ вăрлăх туяннă. Çапла майпа районĕпе илсен кăçал ял хуçалăх культурисене – 38865, çав шутран çуртрисене – 24041 гектар çинче акса çитĕнтерме çирĕп тĕллев илнĕ. Çĕрулми лаптăкĕ – 305, техника культурисем – 1106, пахча çимĕç тата вăрлăхлăх пахча çимĕç культурисем – 101, выльăх апачлĕх культурăсем ? пĕр çул ÿсекен курăксемпе кукуруза та çав шута кĕреççĕ/ 5449 гектар пулмалла.

Канашлури ытти ыйтусем те пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене 2021 çулта патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессин йĕрки, продукцие туса илнĕ тата сутнă чухне законодательствăра палăртнисене шута илесси, уй-хирсенче агрохими тĕрĕслевĕсене йĕркелесе ирттересси… – пурте кирлĕ ыйтусем.

Петр Тремасов çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи пĕрремĕш кварталти кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетрĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.



Елчек ен
23 апреля 2021
11:41
Поделиться