Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Чӑваш ҫырулӑхне -150 ҫул» ятпа йӗркеленӗ вулавӑшри кӗнеке куравӗ

«Чӑваш ҫырулӑхне -150 ҫул» ятпа йӗркеленӗ вулавӑшри кӗнеке куравӗ

Чӑваш чӗлхи эрнин планӗпе килӗшӳллӗн, ҫĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150-çул çитнине халалласа Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паркан вӑтам шкулти вулавӑшра  «Чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе -150 ҫул» ятпа кӗнеке экспозици хатӗрленӗ.

    Кураври кӗнекесемпе паллашнӑ май  вӗренекесем чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе, пуçарса яраканӗ  Иван Яковлевич Яковлев ҫинчен нумай пӗлме пултарчӗҫ.  Вӑл чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă ҫынсенчен пӗри. Чăваш хресченĕсем И.Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă.

       Асӑннӑ куравпа  чи малтанах кӗҫӗн класра вӗренекенсем паллашрӗҫ.  Асли те пӗчекки те Яковлев кӗнекисене вулама юратаҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑн вуланнӑран  вулавҫӑна илӗртеҫҫӗ те унӑн кӗнекисем. Хайӗн кӗнекисемсӗр пуҫне вӑл ют чӗлхерен чӑваш чӗлхине нумай кӗнеке куҫарнӑ. Ҫавӑнпа ӑна ҫыруллӑх ӑсти кӑна мар тата чӑваш литературин ашшӗ теме юрать,-  тесе палӑртрӗ курав йӗркелÿҫи  Любовь Адюкова.

    Малалла  3-мӗш класра вӗренекесем И.Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» кӗнекипе паллашрӗҫ. Кӗнекене кӗске калавсемпе пӗчӗк юмахсем кӗнӗ. Ӑна икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата акӑлчанла та вулама пулать. Кӗнекери юмахсене  вуланӑ май ачасем ырӑ сӑмахсене тата та ытларах ӑша хыврӗҫ.

         Шел пулин те кашни кун И. Яковлев пурăннă тата ĕçленĕ вăхăтсем пиртен инçете юлса пыраççĕ. Анчах та паллă çынсен ĕçĕсем тата ăслă шухăшĕсем кивелмеççех, вĕсем çамрăк  ăрушăн питĕ çывăх та кирлĕ пулса тăраççĕ. Кӑна вӗсем вулавӑшра хатӗрленӗ кураври кӗнекесемпе паллашнӑ май тепӗр хут курса ӗненме пултарчӗҫ.

 



МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района
22 апреля 2021
10:08
Поделиться