Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шартлама сивĕ те хăратмарĕ

Елчĕкри Ырсамай культурăпа кану паркĕн территорийĕнче йĕлтĕрçĕсен «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2021» ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта шкул ачисем тата район центрĕнчи организаци-предприятисен, учрежденисен ĕçченĕсем, спорт ветеранĕсем тупăшрĕç.

Ăмăрту участникĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Конкуренци политикин тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Надежда Колебанова саламларĕç. Вĕсем кашнинех сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма сĕннĕ май массăллă чупура çăмăллăх, хавхалану, ăнăçу сунчĕç.

Йĕлтĕрçĕсене шартлама сивĕ те хăратмарĕ. Яланхиллех савăк кăмăлпа тăчĕç вĕсем старта. Чи малтанах шкулсен командисем эстафетăра тупăшрĕç. Кунта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен хушшинче Аслă Таяпасен команди пĕрремĕш пулчĕ. Патреккелсем финиша иккĕмĕш, Шăмалаксем виççĕмĕш çитрĕç. Вăтам шкулсенчен Елчĕк шкулĕн пĕрремĕш ушкăнĕ çĕнтерчĕ. Асăннă шкулăн иккĕмĕш команди тата Çирĕклĕ Шăхальсем – призерсем.

Эстафета хыççăн 7-9, 10-11 классенче вĕренекенсем, 45 çула çитичченхи тата унран аслăрах арçынсемпе хĕрарăмсем ăмăртрĕç.

Тĕрлĕ ÿсĕмри шкул ачисенчен Елчĕк шкулĕнчи Надежда Скворцова, Юлия Краснова, Виктор Райков, Çирĕклĕ Шăхальти Артем Савинов çĕнтерчĕç.

45 çула çитичченхи хĕрарăмсенчен чи правурри Татьяна Филимонова /Аслă Елчĕк/ пулчĕ. Римма Парферьева /Аслă Пăла Тимеш/ 46 çултан аслăрах ÿсĕмрисен ушкăнĕнче вăйлă пулнине кăтартса пачĕ. Арçынсенчен Иван Головинпа /Кĕçĕн Таяпа/ Сергей Горшкова /Аслă Елчĕк/ çитекен пулмарĕ. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе дипломсем парса хавхалантарчĕç. «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2021» ăмăртăвăн чи çамрăк чупуçи 3 çулхи Яна Ишмуратова та тимлĕхсĕр юлмарĕ.

Çанталăк сивĕ пулнăран йĕлтĕрçĕсене тус-юлташĕсем хăвăрт чупма хавхалантарнисĕр пуçне вĕри чейпе те сăйласах тăчĕç.

Çак кун йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем кашни ял тăрăхĕнчех пулса иртрĕç. Вĕсене вырăнти культура ĕçченĕсем савăк юрă-кĕвĕпе илем кÿчĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА



26 февраля 2021
13:07
Поделиться