Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Марафон старт илнĕ

Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» çулленхи марафона унăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев старт панă.

Регион ертÿçи «Раççейри ача-пăча фончĕ» обществăлла организацисен ыр кăмăллăх фончĕн Чăваш Енри уйрăмне мухтанă, ачасен ырлăхĕшĕн яваплăха туйса таса чунпа ĕçленĕшĕн тав тунă. Палăртнă мероприятие республикăра кашни çул йĕркелесе ирттереççĕ, халăх ку акцие пĕтĕм кăмăлпа хутшăнни те куç кĕретех.

Ыр кăмăллăх марафонĕн тĕллевĕ – ачасене хÿтĕлесси тата пулăшасси. Кунта пухмача кам мĕн чухлĕ тупра хывни мар, çул çитмен ентешĕмĕрсен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕнтен кашниех чун ăшшине хĕрхенменни хаклă.

Кашни çулах пулăшу пухмачне сахал мар укçа-тенкĕ пуçтарăнать. 2020 çулта 3 млн 240 пин тенкĕ пухăннă. Ăна ытларах пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене васкавлă пулăшу пама, пĕтĕмĕшле тата хушма пĕлÿ паракан шкулсене, культура программисене пулăшма, çĕнĕ çул парнисем пама тăкакланă.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон мĕн пур çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Унта кашни çын хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать.

– Черетлĕ марафон ачасене пулăшу памалли майсене ÿстерессине, йывăрлăха лекнĕ хăш-пĕр категорири çынсене тĕллевлĕн пулăшса тăма май парасса шанатăп, – тенĕ Олег Николаев.

Сăваплă ĕçе хутшăнас кăмăллисен Пĕтĕм Раççейри общество ыр кăмăллăх фончĕн «Раççей ача-пăча фончĕ» Чăваш Енри регион уйрăмне пымалла: Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: /8352/ 62-89-42.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕн реквизичĕсене аса илтеретпĕр: Чувашское региональное отделение Общероссийского общественного благотворительного фонда «Российский детский фонд» /сокращенно ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»/. Расчетный счет № 4070381007520160067 в Чувашском Отделении № 8613 ПАО Сбербанк
БИК 049706609
к/с 30101810300000000609
ИНН 2128005408, КПП 213001001.
Ыр кăмăллăх марафонне хутшăнар, хаклă тусăмăрсем!



26 февраля 2021
13:09
Поделиться