Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малашлăха – пысăк шанăçпа, пĕрлехи вăйпа

Ĕнер Елчĕкри культура керменĕнче Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсемпе районăн хисеплĕ çыннисем хутшăннипе анлă канашлу иртрĕ. Унта пухăннисем район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонард Левыйăн районăн 2020 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнине тишкерчĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов, ЧР Конкуренци политикин тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Надежда Колебанова хутшăнчĕç. Канашлăва район пуçлăхĕ Алина Васильева ертсе пычĕ.

Ĕçлĕ тĕл пулу чыславран пуçланчĕ. Сергей Артамонов вице-премьер Анатолий Молоствов, Вера Николаева, Владислав Сайкин ветерансене «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе – 100 çул» юбилей медалĕпе наградăларĕ. Юрий Поповпа Петр Краснов депутатсем вĕренÿпе ăслăлăхра, творчествăпа спортра пысăк çитĕнÿсем тунă вĕренекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнине ĕнентерекен Свидетельствисене пачĕç. Вăл йышра: Олеся Анисимова, Александр Васильев, Анна Лапшина, Леонид Яшин /Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкул/, Милана Емельянова, Роман Иванов /Çĕнĕ Пăва/, Лилия Ильина, Кирилл Кузнецов, Виктория Савинова /Елчĕк/, Камилла Николаева, Андрей Петров, Дарья Федорова /Курнавăш/, Максим Садовников /Кушкă/, Максим Салмин /Лаш Таяпа/, Александра Романова /искусство шкулĕ/, Александр Константинов /ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ/.

2020 çул Елчĕк районĕшĕн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программине йышăннипе уйрăмах паллă.

Пилĕк çула палăртнă стратегиллĕ планра чылай ĕç тума пăхнă. Çав вăхăтрах иртнĕ çул пирĕн пурнăçа пандеми вирхĕнсе кĕни те нумай йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Çапах та районти пĕтĕм категорири предприятисем çулталăка ăнăçлă вĕçлеме пултарнă. Калăпăр, тавар çаврăнăшĕ 2019 çулхипе танлаштарсан 107,9 процент, вак суту-илÿ çаврăнăшĕ 112,6 процент, обществăлла апатлану аталанăвĕ 101,4 процент ÿснĕ.

Тăрăшуллă ĕçне кура тÿлевĕ те, паллах. Вăтам ĕç укçи отчетлă тапхăрта 26220 тенкĕпе танлашнă, ку вăл 2019 çулхинчен 13,5 процент ÿснине пĕлтерет. Çапах та тÿлев шайĕ республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Ĕç укçине графикпа килĕшÿллĕн туллин тÿлесси, налуксене вăхăтлă куçарасси пирки сăмах та пулмалла мар, çакă тахçанах çирĕпленнĕ хăнăхăва кĕмелле.

Чăвашстат кăтартăвĕсем районăн демографи политикине çапларах «çутатаççĕ»: пĕлтĕр 149 ача çуралнă, çакă 2019 çулхинчен 22 ача ытларах, вилнисен шучĕ – 441 /330/, çемье çавăрнисем – 88 /102/, уйрăлнисем – 29 /32/.

Хăй тытăмлăх органĕсем çине саккунпа килĕшÿллĕн вырăнти ыйтусене татса парассинче пысăк яваплăх хунă. Вĕсене тивĕçлипе пурнăçласси бюджет тупăшĕнчен те нумай килет. Бюджет уççăнлăхне, унпа тĕрĕс усă курнине тата шайлашулăхне кирек мĕнле бюджет тытăмĕн чи пĕлтерĕшлĕ енĕсем тесе палăртаççĕ. Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 2020 çулта 504 миллион та 753 пин тенкĕпе танлашнă, ку вăл 2019 çулхинчен 8,4 процент ытларах. Вырăнти тупăшсем 90 млн та 526 пин тенкĕ, е 2019 çулхинчен 12 процент ытларах пурнăçланнă. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен /119,9 процент/, пурлăхĕнчен /116,3 процент/, транспортран /106,9 процент/ пухăннă налуксен кăтартăвĕсем те начар мар, патшалăх пошлини – 133,5 процент. Паянхи кун тĕлне муниципаллă парăм çук.

Отчетлă тапхăрта муниципалитет валли таварсем туянма тата тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсем йĕркелеме 149 /218 млн тенкĕ/ контракт йĕркеленĕ. Çакнашкал конкурентлă процедура 26 млн тенке яхăн бюджет укçи-тенкине перекетлеме май панă.

Ял тăрăхĕсен муниципаллă харпăрлăхне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 5563 гектар çĕр лаптăкне регистрациленĕ. 5224 гектар /95 процент/ çĕре патшалăх кадастр учетне илнĕ.

«Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси» саккуна пурнăçласа пĕтĕмпе 256 çемьене учета илнĕ, 251-ĕшне /98 процент/ тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ. 2020 çулта ку кăтарту планпа пăхнинчен 100 процентпа танлашнă.

Паянхи кун тĕлне районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство тытăмĕнче – 659 субъект. Вĕсенчен ытларах пайĕ, 33 процент, суту-илÿпе обществăлла апатлану сферинче тимлеççĕ. Ял хуçалăхĕнче – 28 процент, пулăшу ĕçĕнче – 10 процент, строительствăра – 6 процент. Пĕтĕмпе тавар çаврăнăшĕ 2 млрд та 5 млн та 800 пин тенке /0,9 процент ÿснĕ/ çитнĕ пĕлтĕр. Асăннă тытăмсенче ĕçлекенсен йышĕ – 2181. Вĕсен вăтам ĕç укçи 21764 тенкĕпе танлашать.

Ял хуçалăхĕ район экономикинче тĕп вырăн йышăнать, çавна май Леонард Левый ку отрасль çине ытларах та пусăм турĕ. Иртнĕ çул мĕн пур категорири хуçалăхсенче 2 млрд та 644 млн тенкĕлĕх продукци туса илнĕ, производство индексĕ – 100,3 процент.

2020 çул район историне чи рекордлă тухăç – 84716 тонна тĕш тырă пухса кĕртнипе çырăнса юлчĕ. Çавна май Леонард Васильевич çĕр ĕçченĕсене пархатарлă та ырми-канми ĕçшĕн чĕререн тав турĕ.

Районти хуçалăхсенче сăвăнакан ĕнесен йышне ÿстерес туртăм çирĕпленсе пырать. Вăтам сăвăм 1 ĕне пуçне – 6172 килограмм /2,0 процент ытларах/.

2020 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе ялсенчи уйрăм хушма хуçалăхсенче сăвăнакан ĕне выльăх тытакансене пулăшас тĕллевлĕ проект пурнăçа кĕчĕ: районти 1345 уйрăм хуçалăхри 2367 ĕнешĕн пĕтĕмпе 7942 пин тенкĕлĕх субсиди илме пултарчĕç. Çакă ĕне тупăшлăхне сыхласа хăварма май пачĕ паллах.

Мĕн пур категорири хуçалăхсенче 15357 пуç мăйракаллă шултăра выльăх шутланнă пулсан, çав шутран ял хуçалăх организацийĕсенче – 10648 пуç /ÿсĕм – 2 процент/. Районĕпе пĕтĕмпе сăвăнакан ĕнесен шучĕ 2019 çулхинчен 8,6 процент ÿснĕ е 6004 пуç шутланать.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен шалăвĕ 23485 тенкĕпе /ÿсĕм – 14 процент/ танлашнă.

Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем 253 млн та 953 пин тенкĕлĕх 152 единица техника туяннă. Вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе пурĕ 174 млн та 431 пин тенкĕлĕх усă курнă.

Район экономикин аталанăвне промышленность предприятийĕсем те хăйсен тÿпине хывнă: иртнĕ çул 352 млн та 900 пин тенкĕлĕх /102 процент/ продукци туса кăларнă. Ку сферăра вăй хуракансен вăтам ĕç укçи – 19552 тенкĕ.

Экономика аталанăвĕнче инвестици политики тĕп вырăн йышăнни паллă. Çавна май район ертÿлĕхĕ вăл ыйтăва куçран вĕçертмест, уйрăм пайтаçăсемпе, пуçаруçăсемпе яланах тĕл пулма хатĕр. 2020 çулта инвестици проекчĕсен сумми 315 млн тенкĕ /102,9 процент/ пулнă. Виçĕ проектне, 60,5 млн тенкĕлĕх, «Эмметево», «Труд», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче ĕçе кĕртме май килнĕ. Малашне, икĕ çул тапхăрĕнче, çичĕ объект хута ямалла.

Граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси район администрацийĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç енĕсенчен пĕри пулнă, пулать те. Анчах та хваттер ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ çуккине кура çурт-йĕр çĕклемен тесен те йăнăш мар пулĕ, пĕлтĕр 967 тăваткал метр çурт çеç хута янă. Çакă – Чăваш Енри чи пĕчĕк кăтарту. Çавăнпа та çынсем хуласене тухса каяссине чарас, вĕсене агросектора илĕртес, инфраструктурăна аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелли куç кĕрет.

Отчетлă çулталăкра 4 çамрăк çемьене /3 млн та 606 пин тенкĕ/ тата 7 тăлăх ачана /6 млн та 603 пин тенкĕ/ пÿлĕм-хваттерсемпе тивĕçтернĕ.

Тĕрлĕ проектсемпе программăсене хутшăнса районта пĕлтĕр курăмлă ĕç питĕ нумай пурнăçланă: çул-йĕр, шыв башнисем, ача-пăча площадкисем, масар вырăнĕсем, тирпей-илем… Елчĕкри свалкăна рекультиваци туни мĕне тăрать! «Феникс» фирма хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлайманнине кура район администрацийĕ урăх подрядчикпа – «ДПМК «Яльчикское» ОООпа контракт çирĕплетнĕ. Хастар коллектив хĕл сиввине пăхмасăр палăртнине вăхăтлă тата пахалăхлă пурнăçланă. Елчĕк шкулĕ çумĕнчи стадион-площадкăна тума та кăçал çĕнĕ подрядчик пуçăнĕ.

Кашниех пĕлет, иртнĕ çул Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă май, республикăри ялсене 100-шер пин тенкĕ укçа уйăрса пачĕç. Асăннă суммăпа районти 53 ялта вырăнти пуçарăва шута илсе чылай ĕç тунă.

Вĕренÿ обществăн тĕп шăнăрĕ тесен те йăнăш мар. Хальхи те, пуласлăх та пĕтĕмпех унпа çыхăннă-çке. Çапах та çивĕчлĕх çук мар-ха ку сферăра. Шкулсем кадрсемпе тивĕçÿллĕ пулсан та, çамрăксем çукки пăшăрхантаратех: районти 179 учительтен 30 çул тултарман 2 /1,1 процент/ педагог çеç. Хавхалантару мелĕсем те хальлĕхе ку тĕлĕшпе уссине памаççĕ темелле.

Елчĕксем предмет олимпиадисенче чылай çул хăйсен маркине çÿлте тытса тăраççĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче 17 предметпа регион шайĕнче 42 ача хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 3-шĕ çĕнтерÿçĕ, 10-шĕ призер пулса тăнă. Чăваш чĕлхипе литературине тишкерессинче — 5 призер.

Пĕлтĕрхи кăтартусене шута илсе районти 17 вĕренекен кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине /1830 тенкĕ/, искусство шкулĕн вĕренекенĕ Елизавета Мурзакаева ятлă стипендине /400 тенкĕ/ уйăхсерен илсе тăрĕç.

Иртнĕ çул вĕренÿ организацийĕсенче чылай ĕç пурнăçланă: 7 шкулта 6 млн та 361 пин тенкĕлĕх чÿречесене улăштарнă, «Солнышко» ача садне, Лаш Таяпа, Çĕнĕ Пăва шкулĕсене, А.В.Игнатьев ячĕллĕ Спорт çуртне пĕтĕмпе 43 млн та 357 пин тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. Аслă Елчĕк шкулĕнче цифра тата гуманитари профилĕсен «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕренÿ центрне /837 пин тенкĕлĕх/ уçнă.

Районти 11 шкулти 1-4 классенче вĕренекенсем пурте тÿлевсĕр вĕри апат çиеççĕ. Çакна валли вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче 2 млн та 629 пин тенкĕлĕх субсиди уйăрнă. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах ачасене икĕ хутчен тÿлевсĕр апатлантараççĕ. Пиллĕк е ытларах ачаллă çемьесенчи 36 вĕренекен те çăмăллăхпа усă курать кунта.

Докладчик çынсем час-часах кăсăкланакан темăна – медицина ыйтăвне те çĕклерĕ. Районти тĕп больницăра та тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ – 29 млн та 570 пин тенкĕлĕх. Çĕнĕ Арланкассинче ФАП /3 млн та 200 пин тенкĕ/ уçнă. «Земство тухтăрĕ» программăпа 17 тухтăр ĕçе вырнаçнă пулсан, паян вĕсенчен 10-шĕ кăна «стройра».

Шурă халатлисем çулталăк тенĕ пек уйрăм условисенче – пандемине хирĕçле лару-тăрура вăй хураççĕ. Ку вăл – пысăк хушма тиев, вĕсен профессионализмне, чăтăмлăхĕпе тăрăшулăхне тĕрĕслекен тапхăр. Çак условисенче кашнин пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн чунĕсене парса ĕçлекенсене Леонард Васильевич тулли кăмăлтан тав сăмахĕ каларĕ.

Елчĕкри нумай функциллĕ центр хальхи вăхăтра 205 социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусемпе тивĕçтерет. Коллектив иртнĕ çул «Раççейри чи лайăх МФЦ» конкурсра лауреат ятне тивĕçнĕ, Ольга Чернова специалист вара республика шайĕнче çĕнтернĕ.

2020 çулта Раççей Конституцине улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе сасăлав, Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕ иртрĕ. Районти суйлавçăсем вĕсенче хăйсен шухăш-кăмăлне уççăн палăртса тĕрĕс утăм турĕç. Кĕркунне вара Раççей Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлăпăр. Унта та кашнин политикăлла ăнланулăхĕ малта пуласса шанас килет.

Иртнĕ çул тĕнче пĕлтерĕшлĕ уява – Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине паллă турăмăр. Пандеми кунта та «ура хума» пăхрĕ, çавна май чылай мероприятие инçет мелĕпе ирттерме тивнĕ. Çав вăхăтрах вăрçă тата тыл ветеранĕсем пĕри те тимлĕхсĕр юлман.

2021 çул – Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ. Вăл Раççей историне пысăк сас паллисемпе çырăнса юлма тивĕç. Пирĕн тĕллев – астăвăма чĕртсе тăратасси.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çавăн пекех района малалла аталантармалли оперативлă тата стратегиллĕ плансене палăртрĕ. Канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата ыттисем сăмах илчĕç, районăн тĕрлĕ сферăри аталанăвне тулли хак пачĕç, малашне те пысăк шанăçпа, хавхаланупа тăрăшса ĕçлеме ырă сунчĕç.

Николай МАЛЫШКИН



26 февраля 2021
13:06
Поделиться