«Тăван радио» калаçать…

Елчĕк районĕнче Чăваш наци радиовĕн тата «Тăван радио» передачисене трансляцилеме пуçланă.

ФМ 100,8 МГц тата ФМ 98,7 МГц радиоканалсемпе ĕçлекен электронлă хатĕрсене Аслă Елчĕкри телебашньăра вырнаçтарнă. Радиопередатчиксем урлă халĕ куллен май пулĕ çĕнĕ хыпарсене итлеме.

Технологири çĕнĕлĕх Елчĕк районĕн информаци уйĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый йышăннă ĕçлĕ делегаци те – Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, Чăваш телерадиокомпанийĕн директорĕ Вадим Ефимов, «Радиотелевизионный передающий центр Чувашской Республики» станцин филиалĕн директорĕ Дмитрий Авербах палăртнă.

– Çĕнĕ оборудование хута яни районта пурăнакансене республика хыпарĕсене туллин пĕлме май парĕ, – хăй шухăшне пĕлтернĕ Леонард Левый. – Çывăх вăхăтра вырăнта телерадиокомпанин корреспондент пунктне те уçăпăр. Çапла майпа эрнере икĕ хутчен районти хыпарсене итлеме пултарăпăр.

Аса илтеретпĕр: Чăваш наци радиовĕпе «Тăван радио» передачисене трансляцилессине республикăри чылай районта маларах пуçланă.



Елчек ен
31 октября 2020
14:59
Поделиться