Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Историне ĕмĕрлĕхе çырăнтăр

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă çынсен пархатарлă ĕçĕ Чăваш Енре кăна мар, Раççей историне пысăк сас паллисемпе çырăнса юлмашкăн тивĕç. ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн йышăнăвĕпе 2021 çула паттăрла çак пулăма халаллаççĕ те. Хĕрарăмсен, ватăсен, ачасен сăмахпа калайми пысăк ĕçне сума сăвакан çулталăкра тĕрлĕ ĕç туса ирттерĕç-ха. Октябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çулталăка официаллă майпа уçнă.

– 79 çул каялла Чăваш Республикинче паллă та яваплă тапхăр пуçланнă. Пирĕн асаттесем, асаннесем, ун чухне ача-пăча пулнăскерсем, йывăр ĕç пуçласа ăна кĕске вăхăтрах туса пĕтерме пултарнă. 5 млн кубла метр çĕр чавнă вĕсем. Мĕнех пек туйăнать-тĕр. Енчен те автотранспорт колоннине куç умне кăларас тăк вăл Чăваш Енрен тытăнса Новосибир-ска çитиех тăсăлăччĕ. Пирĕн тĕллев – астăвăма чĕртсе тăратасси. Шăпах унра – вăй, – историе хисепленин пĕлтерĕшне палăртнă Олег Алексеевич.

Ленинграда хÿтĕлеме чăваш салтакĕсем те хастар хутшăннă. Чылайăшĕ таврăнайман. Тăванĕсем пуç хунă вырăнсене кашниех çитсе кураймасть. Çакна шута илсех Ленинград облаçĕнчен çитнĕ делегаци «Невский пятачок» лаптăкран çĕр илсе килнĕ. Капсула Чăваш наци музейĕнче вырăн тупĕ. Ленинград облаçĕнчи Çар мухтавĕн музейĕнче вара малашне Чăваш Енри хÿтĕлев чиккисенчи тăпра та упранĕ.

А.ИВАНОВ



Елчек ен
31 октября 2020
15:01
Поделиться