Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пахалăхлă силос хатĕрлеççĕ

Районти хуçалăхсенче кукурузăна вырас ĕç хĕрÿ пырать. Ăна «Прогресс» АХОра – 150, «Труд» ЯХПКра тата «Эмметево» ОООра – 80-шар, «Яманчурино» ОООра — 120, «Сатурн» ЯХПКра тата «Энтепе» ОООра – 100-шер, «Рассвет» ЯХПКра — 40, «Комбайн» ЯХПКра – 112, «Победа» ОООра – 150, В.П.Смирнов, Р.А.Турхан хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 70 тата 55 гектар çитĕнтернĕ. Сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне районĕпе 136 гектарне /13 процент/ вырнă.

«Сатурн» хуçалăх кукурузăна сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне 30 гектар /30 процент/ вырма ĕлкĕрнĕ. Алексей Андреев «Дон-680» комбайна тухăçлă ĕçлеттерет. Валерий Семенов, Владимир Краснов, Александр Краснов водительсем, Александр Ласточкин, Владимир Кукурузов, Радик Квасов, Павел Иванов трактористсем симĕс массăна траншейăсене турттараççĕ. Владимир Квасовпа Владимир Крысов механизаторсем силоса купалаççĕ тата пусарттараççĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Николай КРУГЛОВ сăн ÿкерчĕкĕнче: Владимир Крысов, Александр Ласточкин, Владимир Квасов хĕрÿ ĕçре.



Елчек ен
16 сентября 2020
10:04
Поделиться