Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕр тыррисене акаççĕ

Юрий Комиссаров «Яманчурино» ОООра 2001 çултанпа механизаторта тăрăшать. Вăл ĕçе чунтан парăннипе тата тĕплĕн пĕлнипе, яваплăха çирĕп туйнипе палăрса тăрать, шанăçа яланах тÿрре кăларать. Хальхи вăхăтра Юрий Сергеевич кĕрхи культурăсене акать.

Сăмах май, «Яманчурино» ОООра паянхи кун тĕлне 520 гектар /пурĕ 750 гектар лаптăк çинче акмалла/ ырашпа кĕрхи тулă акма ĕлкĕрнĕ. Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕç вĕçленнĕ кунта. Çĕртме сухине 1550 гектар çинче пурнăçламалла пулсан, хальлĕхе 600 гектар сухаланă. Ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлес тĕллев лартнă ĕçченсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Николай КРУГЛОВ сăн ÿкерчĕкĕнче: Юрий Комиссаров.



Елчек ен
05 сентября 2020
13:31
Поделиться