Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Центр уçма сĕннĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕ еплерех иртнине сăнаса тăма пĕрлехи центр йĕркелеме сĕннĕ.

Республика Ертÿçи сасăлав пуçласа виçĕ кун иртессине палăртнă. Суйлаври конкурентлăх общество пĕрлешĕвĕсен, политика партийĕсен, кандидатсен тата ахаль граждансен хастарлăхĕ пысăк пуласса халех прогноз тума май парать. Вĕсем вара сăнавçăсем пулса хутшăнма кăмăл тăвасшăн.

– Эпĕ общество пĕрлешĕвĕсене тата Общество палатине пĕрлехи центр тăвас ыйтупа кам хăй çине яваплăх илме пултарасса шухăшласа пăхма ыйтатăп. Ман шутпа, сасăлав информацийĕ пуçтарăнса пыракан сăнав центрĕ суйлава уçăмлă иртме май парĕ, – палăртнă Олег Николаев.

Регион Ертÿçи парти представителĕсене, кандидатсемпе общество пĕрлешĕвĕсене аккредитаци ĕçĕпе, сăнавçăсем пулас текенсене вĕрентме пулăшмаллине каланă. Ку тĕлĕшпе центр çак ĕçе хутшăнакансене çыхăнтаракан площадка пулса тăма пултарать.

– Эпир ăна Общество палатин никĕсĕ çинче йĕркелеме май пулнине малтанах сÿтсе яврăмăр. Çакăн пек центр ĕçлени влаçпа общество хушшинчи çыхăнăва палăртса малашнехи суйлавсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, – шухăша ырланă Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков.

Олег Николаев çавăн пекех центра йĕркеленĕ тата сасăлав вăхăтĕнче те коронавирус сарăласран хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме чĕнсе каланă. Аса илтеретпĕр, Чăваш Енри суйлав процесĕнчи пысăк уçăмлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе Олег Николаевăн ку пĕрремĕш пуçарăвĕ те мар.

Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕпе пĕрлех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавĕ те иртĕ. Сентябрĕн 11 тата 12-мĕшĕсенче – маларах сасăламалли кунсем, сентябрĕн 13-мĕшĕ – сасăлавăн тĕп кунĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



Елчек ен