Ĕçчен çамрăк

Тракторист пулма Гаврил

Ĕмĕтленчĕ ачаран.
Çĕр-аннемĕр парать пил
Тăрăшуллă пулнăран…

Гаврил Гаврилов /сăн ÿкерчĕкре/ ашшĕ – Анатри Тимешри Олег Гаврилов ертсе пыракан хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тăрăшать. Техникăна çÿретме ирĕк пуртан вăл комбайн çапнă тырра йĕтеме турттарать, улăма пресласа пуçтарать.

Хуçалăх 2006 çултанпа тĕш тырă туса илес тĕлĕшпе ĕçлет. Кăçал 44 гектар çинчен тулăпа урпа пухса кĕртмелле.

– Тухăç аван, – савăнăçне пытармасть пулас инженер-механик, – вăтамран 38 центнер тухать.

В.ЗАХАРОВ



05 августа 2020
15:16
Поделиться