Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шкула кайма – пулăшу

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев 2020 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче «Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пулăшасси çинчен» 194-мĕш номерлĕ хушăва алă пуснă.

Асăннă документра палăртнă тăрăх, Чăваш Енре пурăнакан, Раççей Федерацийĕн гражданинĕ шутланакан ашшĕ-амăшне, ача усрава илнисене тата опекунсене шкула çÿрекен кашни ачашăн 5-шер пин тенкĕ парĕç. Пулăшăва çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăш Чăваш Енри пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулсан çеç парĕç.

Пулăшу пĕр хутчен пулĕ. Çак йышăнăва коронавирус чирĕпе çыхăннă кăткăс лару-тăрăва кура тунă.



Елчек ен
22 июля 2020
09:40
Поделиться