Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Утă çителĕклĕ пулĕ

«Сатурн» хуçалăхра уяр тăракан çанталăкăн кашни саманчĕпе тухăçлăн усă кураççĕ. Паянхи кун тĕлне выльăхсене хĕл каçарма 133 тонна утă, 260 тонна сенаж хатĕрлеме ĕлкĕртĕмĕр.

Утă тата сенаж хатĕрлес ĕçре Николай Круглов, Александр тата Павел Ласточкинсем, Владимир тата Александр Красновсем, Павел Иванов, Владимир Крысов, Владимир Кукурузов, Владимир тата Радик Квасовсем, Александр Курчин, Алексей Андреев, Валерий Семенов механизаторсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Хăйсене çирĕплетсе панă пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ вĕсем, шаннă техникăна юсавлă тытса пĕр кăлтăксăр ĕçлеттереççĕ, ĕç тухăçлăхĕ хăйсенчен килнине лайăх ăнланаççĕ.

Хальхи вăхăтра «Сатурн» ЯХПКра хуçалăхра ĕçлекенсене утă валеçеççĕ.

П.КУПТАШКИН.

Сăн ÿкерчĕкре: Николай Круглов, Александр Краснов, Павел Иванов, Радик Квасов механизаторсем халăха утă валеçес ĕçре тимлеççĕ.



Елчек ен
01 июля 2020
14:05
Поделиться