Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пултаруллă организатор

И.Мясников çинчен çырма сăлтав та сумлă: çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче, пурăннă пулсан, вăл 100 çул тултармаллаччĕ. Унăн утас çулне кавир сарса хуман. Ашшĕ Ваня çуралнă çулхинех граждан вăрçинче пуçне хунă. «Атте» сăмаха каласа курманскере иккĕмĕш сыпăкри Александр /ялта Алякку тенĕ/ тетĕшĕ пăхса ÿстерет. Ялти шкулта вĕренме пуçласанах ĕçе кÿленет. Йывăрлăхсем хăратман ăна. Çичĕ класс пĕтерсен Мускавра пурăнакан виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Аверкий хăйĕн хÿттине илет, хулари пĕр завода бетонщика вырнаçтарать. Унпа пĕрле юлташĕсем – Иван Прокопьевпа Лука Яковлев та каяççĕ. 1936-1939 çулсенче пиçĕхет кунта çамрăк, юпа уйăхĕнче – çара. Забайкальски çар округĕн саперсен 142-мĕш уйрăм батальонĕн салтакĕ оборона сооруженийĕсем тума, Маньчжурие Япони милитарисчĕсенчен ирĕке кăларма хутшăнать.

1946 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Мясников демобилизациленет. Мускавах таврăнать. Ĕçе вырнаçиччен кĕске тапхăра тăван ялне курма тесе килет те…хула çинчен «мансах» каять малашне. Елчĕкри машинăпа трактор станцине шăратса çыпăçтаракан агрегатсем илсе килнĕ май, унти ертÿçĕсем Тăрăм çамрăкĕ пирки пĕлеççĕ. Шăпах газоэлектросварщик кирлĕ пулнă та вĕсене. Районта, тен, унашкал специалистсем пулман та. Иван вăл профессине тĕп хулара ĕçленĕ чухне алла илнĕ.

Кунта тăхăр çул ĕçлесе пысăк квалификациллĕ ăстана çаврăнать вăл, нумай техникăна иккĕмĕш «пурнăç» парнелет. Çаврăнăçулăхне кура каччăна Канашри ял хуçалăх механизаци шкулне трактор бригадин бригадирне вĕренме направлени параççĕ. Ултă уйăх пĕлÿ пухнă хыççăн КПСС райкомĕ И.Мясникова 30 пинлисен йышĕнчен «Вперед» колхоза председатель пулма ярать. Вырăнти халăх та хапăл йышăннă ăна. Анчах çамрăк пуçлăх «çурăк валашка» умне тухса тăрать: производство участокĕсенче дисциплина хавшанă, туса илнĕ продукцисен тухăçлăхĕ пĕчĕк, специалистсем çитмен…

Тĕрĕссипе пĕтĕм ĕçе çĕнĕрен çĕклеме тивнĕ. Активпа пĕр чĕлхе тупса, канашласа вăй хуни, йĕркелĕхе çирĕплетни ăнăçлăх çулĕ çине илсе тухнă. Пирвайхи тапхăртах тыр-пул унчченхи çулхисенчен ытларах туса илеççĕ Тăрăмсемпе Кипеçсем. Вăл патшалăха сутма та, халăха ĕç кунĕ тăрăх пама та, вăрлăхлăх тата фураж фончĕсене хывма та çителĕклĕ юлать. Хуçалăхăн нухрачĕ самайланса пынăçемĕн ферма витисене реконструкцилеме, механизацилеме, выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме, машинăпа трактор паркне çĕнетме май килет. Ĕçшĕн тÿлесси те лайăх енне улшăнать. Василий Зайцев, Иван Денисов колхоз председателĕсен паха ĕç опычĕпе усă курса хуçалăха малтисен ретне кăларма пултарнă, чылай кăтартупа республикăра та «Вперед», «Рассвет» сăмахсен пĕлтерĕшне ĕçпе çирĕплетнĕ. 1967 тата 1968 çулсенче Иван Петровича «Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тухăçлă çитĕнтерекен ăста» ят пани çавăн çинчен калать мар-и?

1970 çулсен вĕçнелле Ĕнел енчен Тăрăма пырса кĕриччен çулăн икĕ айккипе курăка шыв сапса çитĕнтеретчĕç. Хăватлă «Фрегат» установка ун чухне Чăваш енре те шутлă пулнă. Хуçалăхра ăна туянма, вырнаçтарма мехел çитернĕ, 100 ытла гектар йышăнакан лаптăка йĕри-тавра бетон юпасем лартса пăралуксемпе карталанă. Ĕçĕн юлашки пайне пурнăçа кĕртме эпир те хутшăннăччĕ. Çулсем иртнĕ май çавсен тĕлли-палли те юлмарĕ.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăха аталантарассишĕн, халăхшăн тимленĕ пултаруллă организатор чылай çул хушши район тата ял Канашĕн депутачĕ, пĕр хутчен мар ВДНХ участникĕ пулнă. Унăн ĕçри хастарлăхĕпе вăрçăри паттăрлăхне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли», I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсемпе, «Японие çĕнтернĕшĕн» медальпе, виçĕ хутчен Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе хакланă.1965 çулта унăн сăнне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

Ĕçшĕн çирĕп ыйтакан, çав вăхăтрах çынсен шухăш-кăмăлне ăнланакан, йывăр самантсенче пулăшакан. Вăл производствăри хастарсене хавхалантарассине те мала хунă. Орден-медале тивĕçнисен пĕчĕк мар йышĕ те çавнах çирĕплетет: Петр Багадеров, Владимир Чернов, Иван Иванов механизаторсем, Петр Гаврилов, Михаил Баймушкин, Владимир Старостин водительсем, Валентина Баймушкина доярка. Вĕсенчен наградăсен икĕ хут кавалерĕсем те пур.

Республика тантăшĕ ултă çул Тăрăм ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ пулса тăрăшнă. Кунта та ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе çыхăннă нумай ыйтăва ăнăçлă татса панă. Пĕрне çеç асăнăпăр: 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче ялта шыв пăрăхĕсем хывассине районта малтисенчен пĕри йĕркеленĕ. Колхозри ревизи комиссийĕн председателĕн, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн членĕн тивĕçĕсене те чун-кăмăл парăнăвĕпе пурнăçланă вăл.

Н.МАЛЫШКИН



Елчек ен
27 июня 2020
14:11
Сельское хозяйство
Поделиться