Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çара ăсатрĕç

Июнĕн 18-мĕшĕнче районти призывниксен пĕрремĕш ушкăнне çара ăсатрĕç: 8 çамрăк çак кун салтак ретне тăчĕ.

Чăваш Республикин Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов каччăсене тивĕçе чыслăн пурнăçлама ырă сунчĕ. Пилĕк кун маларах вĕсем коронавирус чирĕ пуррипе çуккине палăртакан тест витĕр тухрĕç.

Чиртен асăрханас енĕпе çар комиссариатĕнче йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ, призывниксемпе инструктаж ирттереççĕ, вĕсене хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА



Елчек ен
20 июня 2020
16:11
Поделиться