Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Рекультивацилеме тытăннă

Федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Таса çĕршыв» регион проектне пурнăçласа Елчĕкри кирпĕч завочĕпе юнашар пухăннă йăлари хытă каяш вырăнне иртнĕ уйăхран тытăнсах рекультивацилеççĕ.

Унăн лаптăкĕ – 0,88 гектар, пурĕ 11,76 пин кубла метр йышăнать. Район администрацийĕ ăна рекультивацилеме подряд организацийĕпе килĕшÿ çирĕплетнĕ. Проект хакĕ – 8,3 миллион тенкĕлĕх, ĕçе кăçалхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

Пысăк ĕçе пурнăçлама куллен темиçе тĕрлĕ техника хутшăнать, рекультиваци технологине çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Каяша тепĕр лаптăка турттараççĕ, купалаççĕ, пусăрăнтараççĕ, купа çине мембрана сарса хурса тăпрана хуплаççĕ, ун хыççăн лаптăкра йывăç-тĕм лартса çитĕнтерĕç. Çапла майпа кунта малашне ĕлĕкхи шăршлă каяш купи вырăнне илемлĕ вырăн пулса тăрĕ.