Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малашлăх – çамрăксенче

Коронавирус пандемийĕ пуçланнăранпа – апрель уйăхĕнчен тытăнсах Константин та, ыттисем пекех, килте пулнă, вĕренĕве онлайн мелпе малалла тăснă.

Ял ачи, мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскер, хуçалăх ĕçне хутшăнма та ĕлкĕрнĕ. Хĕрÿ вăхăтра ыттисемпе пĕрле тĕш тырă акма хутшăннă. Ку чухне пуçарулăхпа палăрнăскере кукуруза акма çирĕплетнĕ – шанчăка тивĕçлипе тÿрре кăларнă.

Хальхи вăхăтра мал ĕмĕтлĕ çамрăк, ытти механизаторсемпе пĕрле, выльăх апачĕ пухса кĕртекен техникăна ĕçе хатĕрленĕ çĕрте тимлет. Нумай çул ÿсекен курăксем кăçал, чăннипех, çăра та çÿллĕ çитĕннĕ. Чи кирли – ăна вăхăтра пухса кĕртесси. Ĕçри ăнăçлăх, пĕтĕм шанчăк вара – механизаторсенче.



Елчек ен