Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Асамлă юмах каçĕ

Асамлă юмах каçĕ

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ  пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти вулавăшра дистанци мелĕпе чăваш чĕлхи эрни малалла тăсăлать. Ачасем шкулта вĕреннĕ вăхăтра вĕрентекен тата юлташĕсем вуланине сахал мар итленĕ. Килте пулмалли тапхăр пулнине кура ачасене тус-тантăшĕсен хаваслă та янăравлă сасси çитменни туйăнать. Паянхи куна илес пулсассăн ачасене халĕ ытларах килте ашшĕ-амăшĕ е асламăшĕ вĕренӳ ĕçне йĕркелеме пулăшса пырать. Вĕсем ачасемшĕн вĕрентекен евĕрех. Компьютерпа е кĕсъе телефонĕпе куллен ĕçленине кура, сывлăх хавшама пуларнине шута  илсе, аслисем ачасене ытти кăсăклă ĕçсене те явăçтарма тăрăшаççĕ.

Кĕнеке вулама юратакан çемйесемпе канашланă хыççăн, вулавăш ертӳçи Любовь Адюкова çак  çемьесене «Асамлă юмах каçне» йыхравларĕ.       

Мĕн ĕлĕкрен кашни чăваш ялĕнче тенĕ пекех, юмах ăстисем нумай пулнă. Ăста юмахçăсене пĕр хут итленĕ хыççăн татах та итлес килет. Аслă Елчĕк ялĕнче те ăста юмахçăсем сахал мар. Ăста юмахçă пулма пултарулăх кирлĕ. Пултарулăх шайĕ ӳссе те аталанса пытăр тесен ăна кунсеренех туптамалла.  Çапла вара хальхинче юмахçă сăнарне ачасем мар, вĕсен асламăшĕ е амăшĕ сăнарларĕ. Туслă çемйепе, шăкăл-шăкăл юхса пыракан сасăпа вуланинин усси пурах çав. Çамрăк шăпăрлансем амăшĕ е асламăшĕ вуланине итленĕ хыççăн, «юмахçă» евĕр вулама е ăна сăнарлама пăхаççĕ. Ман шухăшпа çак мел ачасен чĕлхине  аталантарма та ун илемне туйма та пулăшать. Малашне кĕнекепе туслă çемьесене «Çемье театрĕ» йĕркелеме те сĕнсе пăхас шухăш пур. Пĕрлĕхре вăй! Пĕрле ĕçлесен ĕç тухăçĕ пулатех.

 Асамлă юмах каçне эсир хăвăр çемйĕрпе çак ссылкăпа кĕрсе курма пултаратăр: https://www.youtube.com/watch?v=jz_ZaGnj1Bk&t=22s

 



23 апреля 2020
16:05
Поделиться