Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Вилĕмсĕр полк» акци пырать

«Вилĕмсĕр полк» акци пырать

Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ─ мăнаçлă уявсенчен пĕри. Вăл халăх чĕринче пĕр вăхăтрах савăнăçпа хумхану туйăмесене çуратать.  Вăрçă хирĕнче мăнаçлăн кĕрĕшнĕ, юн тăкнă паттăрсен умĕнче эпир пурте пысăк парăмра.

   Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕ паттăрсене халалласа  ирттерекен «Вилĕмсĕр полк» акци те çулран çул вăй илсе пырать.  Кăçал, шел пулин те, усал  чир алхаснине пула, эпир хăнăхнă ырă йăлапа паттăрсен сăнукерчĕкĕсене урам тăрăх мăнаçлăн йăтса утаймăпăр. Çапах, çак акцие Интернет уçлăхĕнче кашниех хутшăнма  пултарать.  

   Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти вулавăш та çапăçу хирĕсенче пуç хунă е унтан таврăнсан пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă фронтовиксен ячĕсене асрах тытать. Çак акцие вулавăш ертӳçи Любовь Адюкова та хутшăннине палăртса сăнӳкерчĕксенчен хатĕрленĕ флешмоб йĕркелерĕ. Пуçарнă акцие малалла вĕренекенсем тăсĕç.



Большеяльчикская СОШ
20 апреля 2020
14:55
Год памяти и славы
Поделиться