Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Атă тăхăнайман вăл

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи – этемлĕх историйĕнчи чи хăрушă вăрçăсенчен пĕри. Куççулĕ витĕр амăшĕсем ывăлĕ-хĕрĕсене, арăмĕсем савнă мăшăрĕсене, ачасем ашшĕсене, пиччĕшĕсене фронта ăсатнă.

Пирĕн асаттепе асанне – Еремей Димитриевичпа Анна Никифоровна Арлановсем те тăватă ывăлне те тăшмана хирĕç çапăçма ăсатнă. Асли – Данил – манăн атте, вăрçăччен çемье çавăрса ачаллă пулма ĕлкĕрнĕскер, фронта 1942 çулхи пуш уйăхĕнче тухса кайнă. Вăл 160-мĕш стрелковăй дивизин 303-мĕш чаçĕнче автоматчик пулса çапăçнă. Хĕвел анăç, Кăнтăр-хĕвел анăç, 2-мĕш Украина фрончĕсен йышĕнче Курска, Украинăна, Молдавие, Польшăна ирĕке кăларма хутшăннă. Паттăрлăхшăн III степень Мухтав, I степень Отечествăлла вăрçă орденĕсене, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă.

Атте каласа панинчен астăватăп:

«Пĕррехинче çĕрле пире саперсемпе пĕрле пехотинецсем каймалли çула минăсенчен тасатма приказ пачĕç. Чылай ĕçлерĕмĕр. Анчах çумăр çăва пуçларĕ те хайхи минăсем пĕрин хыççăн тепри çурăла пуçларĕç. Пирĕн салтаксем нумайăшĕ аманчĕç, вилнисем те пулчĕç. Минăсем çурăлнине илтсе нимĕçсем пеме пикенчĕç пирĕн çине. Эпир малаллах ĕçлерĕмĕр. Часах пире пулăшма «Катюшăсем» çитрĕç. Хĕрÿ çапăçу пуçланса кайрĕ. Мана амантрĕç – сылтăм алă лаппи витĕр шăмма çĕмĕрсе пуля тухса кайрĕ. Госпитальте сипленме тиврĕ. Ун хыççăн хамăн 303-мĕш чаçе таврăнса çĕнтерÿ çулĕпе Хĕвел анăç еннелле малалла кайрăмăр».

Ржев хулишĕн çапăçнă чух атте иккĕмĕш хут аманать. Сирпĕнсе каякан пуля унăн ури пакăлчакне ватать. 1716-мĕш госпитальте сипленнĕ чух анне патне янă çырăвĕ умра выртать. 2-3 хут та вуласа тухса куççульлентĕм ун чухне. Çемье, кашнин ячĕпе çырнă ăшă сăмахсем, вăл колхозри ĕçшĕн мĕнлерех тунсăхлани çирĕп те татăклă сăмахсемпе улшăнать:

«Эсир мана киле таврăнасса питĕ кĕтетĕр иккен. Халь киле таврăнмалла вăхăт мар. Пуçра сывлăх пур чухне Тăван çĕршыва ирсĕр юн ĕçен аллинчен ирĕке кăлармалла, фашизма Советăн таса, чечекленсе пыракан çĕршывĕнчен ĕмĕр манмалла мар çапса аркатма каятпăр».

Анчах Данил Арланова, госпитальте çур çула яхăн сипленнĕ хыççăн, гарнизонти çар тухтăрĕсен комиссийĕ строя юрăхлă мар тесе 1943 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче киле ăсатать.

Киле таврăнсан малтанхи вăхăтра атте алă ĕçĕпе ларса аппаланатчĕ. Ури хутланман пулнă унăн. Каярах колхозран шорник ĕçĕсене киле илсе пырса паратчĕç. Кăштахран колхоз ампарĕнчен /лаша вити юнашарахчĕ/ тухмасăр ĕçлетчĕ.

Мĕн ĕмĕр тăршшĕпех кĕрлĕ-çурлă тапхăрта ури суранĕ шыçнипе уйăх шар утаймасăр, урине минтер çине хурса ларатчĕ. Шыçă шăтса юхса питĕрĕниччен атте начарланса шуралсах каятчĕ. Суранĕ тÿрленсен вара апат çинчен мансах ĕçлетчĕ. Атă-кăçатă тăхăнайман вăл, тăла чăлхапа, çăпатапа çÿренĕ. Çулла – хăй çĕленĕ сандалипе.

Колхоз ĕçĕнчен пушăрах вăхăтра кил-çуртра темĕн те ăсталанă: пичке, арча, çуна, алтăр, чĕрес, уйран çÿпçи… Хурт-хăмăр тытнăран, вĕлле хатĕрĕсене те хăех хатĕрленĕ. Май пур таран ял çыннисене, уйрăмах ашшĕсĕр тăрса юлнă çемьесене пулăшатчĕ…

Аттен шăллĕ Василий вăрçăччен Канашри финанс техникумĕнчен вĕренсе тухма ĕлкĕрнĕ. Çĕнтерÿпе таврăнсан колхоз председателĕнче ĕçлерĕ. «Арланов çăкăр çитерчĕ», – тесе ял çыннисем каланине лайăх астăватăп.

Ун хыççăнхи, Александр тете, Куславккари çар комиссариатĕнче ĕçленĕскер, унтанах вăрçа тухса кайнă. Тернополь тăрăхĕнче когзаготовкăра 1944 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче вилнĕ. Шел, унăн сăн ÿкерчĕкĕ те сыхланса юлман.

Кĕçĕнни – Çтаппан – 1942 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Смоленск облаçĕнчи Сычево районне кĕрекен Аристово ялĕнче пуçне хунă. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ тата вăрçа кайиччен çырнă виçĕ сăвви сыхланса юлнă. Кам пулнă пулĕччĕ-ши пирĕн Çтаппан тете хаяр, ылханлă вăрçă унăн çап-çамрăк пурнăçне, хĕвел çути пек çутă ĕмĕтне татман пулсан;

«Пилот юрри» сăввине вуласан летчик пулма ĕмĕтленнĕ пуль, тесе шутлатăн. Тăван çĕршыва, пурнăçа чунтан юратакан çеç çакăн пек хайлавсем çырма пултарать:

«…Сарлака Тăван çĕршывăм,
Куллен-кун вăл ешерет.
Çĕршыв чапĕшĕн хĕр-ывăл
Вĕçме, ишме вĕренет…
…Çил-тăманĕ урсан урĕ
Çÿллĕ-çÿллĕ тÿпере.
Шав шавлать Совет моторĕ –
Эпир сыхă чикĕре!»

Д.СМИРНОВА,
Курнавăш ялĕ



Елчек ен
08 апреля 2020
10:00
Год памяти и славы
Поделиться