Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пичет ĕçченĕсен уявĕнче

Иртнĕ шăматкун эпир, республикăри пичет ĕçченĕсем, хамăр професси уявне анлă паллă турăмăр.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрне пуçтарăннă журналистсем, вăхăтлăха аллисенчи блокнотпа ручкăна, диктофонпа фотоаппарата аяккине хунăскерсем, савăнăçлă кăмăл-туйăмпа çулталăкра пĕр хутчен иртекен тĕл пулăва кĕтни лайăх курăнчĕ. Ĕçтешсем пĕр-пĕрне тĕл пулнăшăн хавасланса ыталанса саламлаççĕ, пичет ветеранĕсемпе шăкăл-шăкăл калаçаççĕ… Çулталăк иртнĕ май çĕнĕлĕхсемпе паллаштармалли, ÿсĕмсем пирки калаçмалли кашнийĕнех тупăнать.

Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра республикăра регистрациленнĕ 89 массăллă информаци хатĕрĕ. Çав шутра 61 хаçатпа 11 журнал, 7 теле-радиоканал тата ыттисем. Вĕсене патшалăх енчен сахал мар пулăшаççĕ. Пĕлтĕр кăна социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама бюджетран 19 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Елчĕксем те грант шучĕпе кÿрекен пулăшăва тивĕçме пултарнă.

Раççей тата чăваш пичет кунне халалланă мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Вăл чи малтанах массăллă информаци хатĕрĕсем хатĕрленĕ тĕрлĕ куравсемпе паллашрĕ, журналистсен ĕçĕсене хакларĕ. Михаил Васильевич çыравçăсене çемье хаклăхĕсене упрас, аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçлеме, нумай ача çуратассипе çыхăннă модăна, çитĕнекен ăрăва патриотизм принципĕсене тĕпе хурса воспитани парассине пропагандăлама чĕнсе каларĕ.

ЧР Информполитика министрĕ Михаил Анисимов информаци анлăшĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинчен чарăнса тăчĕ, кăçалхи пысăк тĕллевсене палăртрĕ. Журналистсен умĕнче тăракан ĕçсем чăннипех те пĕчĕк мар: Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитни, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул тата ытти те.

Пичет ĕçченĕсен паллă пулăмне уявлама РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Н.Маловпа Л.Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ А.Егорова тата ытти официаллă хăнасем йышлăн пуçтарăннă.

Паллах, наградăсем илекенсем те йышлăн пулчĕç. Вĕсен йышĕнче – Кивĕ Эйпеçре çуралса ÿснĕ, район хаçатне практикăна килсе çырас ăсталăхра пĕрремĕш утăмсем тунă, халĕ «Хыпар» хаçат тишкерÿçинче тăрăшакан Ирина Клеменьтева ЧР Пуçлăхĕн Тавне тата республика символикиллĕ сехете тивĕçрĕ /сăн ÿкерчĕкре/.

Уявра сцена ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Тепĕр тесен, журналистсем хăйсем те маххă памаççĕ – çырас ăсталăхĕсĕр пуçне юрлас таланчĕ те пысăк. Эпир пирĕн район хаçачĕн тĕп редакторĕ Николай Малышкин илемлĕ юрланине лайăх пĕлетпĕр-ха, анчах республикăри перо ăстисем унăн мĕн пур ăсталăхне пĕлсех каймаççĕ. Вăл Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕпе Вячеслав Захаров баянистпа «Мĕншĕн татрăм-ши;» юрăна янраттарсан залри халăх чылайччен тăвăллăн алă çупрĕ. Шăмăршă район хаçачĕн тĕп редакторĕ Наталья Ильина та ĕçтешĕсене илемлĕ юрăпа савăнтарчĕ. Ачасен ташă ушкăнĕсем, хамăр ентеш Алексей Московский юрăç та уява илем кÿчĕç.

/Хамăр корр./



Елчек ен
22 января 2020
13:08
Поделиться