Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕ çул саламĕсем

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире çывхарса килекен Çĕнĕ – 2020 çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. XXI-мĕш ĕмĕрĕн 2-мĕш вунăçуллăхĕ хыçа юлать. Раççей çĕршывĕн тата тăван Чăваш Енĕн малашлăх аталанăвĕн черетлĕ тапхăрĕ пулчĕ вăл.

Пĕтĕмĕшпе илсен çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономики ăнăçлă аталансах, çавна май халăхăн пурнăç шайĕ ÿссех пырать. Раççейĕн оборона хăвачĕ те, унăн тĕнчери вырăнĕ, тулаш тата шалти политика çирĕпленсех пырать. Çавна май эпир çĕршывăмăрпа мăнаçланатпăр, малашлăха шанчăклăн пăхатпăр.

Хаклă Чăваш Ен халăхĕ, сире чунтан тĕреклĕ сывлăх тата çирĕп чун-хăвачĕ, пур ĕçре те ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунатăп. Çĕнĕ çул телей, савăнăç илсе килтĕр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем яланах пурнăçланччăр.

Николай МАЛОВ,
РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ.

Хисеплĕ ентешсем!

2019 çул вĕçленсе пырать. Çак çул та чылай ĕçе пурнăçа кĕртме майсем пулчĕç: район экономикипе ял хуçалăхĕ ăнăçлă аталанать, çул-йĕрсем, социаллă тата культура тытăмĕсенчи объектсем хута каяççĕ. Умра тата та пысăк ĕмĕтсем, пĕрлĕхре ĕçлесе вĕсене пурнăçа кĕртме майсем çителĕклĕ.

Сире кашнинех Çĕнĕ – 2020 çул тата Раштав уявĕсемпе чун-чĕререн саламлатăп, иксĕлми телей, çирĕп сывлăх, çитĕнÿсемпе ăнăçусем сунатăп.

Çемьесенче ăшăлăх хуçалантăр, ырă та чуна çывăх сăмахсем янăраччăр, ĕмĕтсем пурнăçланччăр.

Петр КРАСНОВ,
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ.

Районти педагогика коллективĕсемпе ĕç ветеранĕсене, шкул ачисене!

Çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе – Сире хисеплесе ырă туйăмсемпе чун-чĕререн саламланине йышăнсамăр!

Вĕрентекен хăйĕн вĕренекенĕсене çирĕп пĕлÿ парассишĕн кăна мар, вĕсене тĕрлĕ енлĕн аталантарма, шухăшлама, пурнăçра кирлĕ çын пулма хăнăхтарас тĕллеве пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлет.

Районти педагогсем хастар та яваплă пулни, çĕннине çул парассишĕн ăнтăлни пархатарлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре малашнехи çитĕнÿсен çирĕп никĕсĕ пуласса шанса тăратпăр.

Вĕренÿ отраслĕн мĕн пур ĕçченне, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, вĕренекенсене Çĕнĕ çулта çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем, иксĕлми хавхалану тата ырлăхпа телей сунатăп.

Л.В.ЛЕВЫЙ,
район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ.

Агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансене, ĕç ветеранĕсене!

Сире Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чун-чĕререн саламланине пĕлтеретĕп. Ял хуçалăх производствинчи ĕçе малашне те ăнăçлă йĕркелесе пыма çирĕп сывлăх сунатăп.

Çак асамлă уявсем кашни çыннăн чун-чĕрине юратупа, шанăçпа, тăнăçлăхпа, савăнăçпа тултараççĕ.

2019 çул сирĕншĕн çитĕнÿсемпе, мĕн палăртнине пурнăçланипе палăрса тăтăр.

Çирĕп сывлăх, телей те тулăх пурнăç сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене.

В.И.АФАНАСЬЕВА,
районти АПК ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ.

«Рассвет» ЯХПКри тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансене, ĕç ветеранĕсене!

2019 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе мала тухнăшăн /1 гектар пуçне вăтам тухăç 48 центнерпа танлашнă/ районти куçса çÿрекен ялавпа диплома илме тивĕçлĕ пултăмăр. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем те курăмлă. Ял хуçалăх производствинче тăрăшакансене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн тав тăватăп, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп. Çĕнĕ çулхи çĕнĕ вăйпа тата пысăкрах çитĕнÿсем çывхартар! Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе!

Ю.В.МЯСНИКОВ,
«Рассвет» ЯХПК председателĕ.

«Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансене тата унта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене!

Сире пурсăра та Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатăп. Çĕнĕ çул сире, сирĕн çемйĕрсене ăнăçу, иксĕлми телей, ырлăх-сывлăх илсе килтĕр. Çĕнĕ çулта çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе пурăнар, çĕнĕ кăтартусене çывхартар, йывăрлăхсене пăхмасăр ял хуçалăх предприятийĕн пуласлăхĕшĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшар, малалла аталанар.

Çĕнĕ çул кĕреки нихçанхинчен те тулăх пултăр. Телей те юрату сире!

В.И.ГЕРМАНОВ,
«Труд» ЯХПК председателĕ.

«Яманчурино» сахал яваплă обществăри хисеплĕ ĕçченсене, сумлă та хисеплĕ ветерансене!

Сире пурне те Çĕнĕ 2020 çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, тулли телей, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатăп. Пурнăçра мĕн лайăххи, ырри пур – пурте сирĕн пултăр. Çĕнĕ çулта ăнăçлăрах, тухăçлăрах ĕçлеме çирĕп сывлăх пултăр.Çĕнĕ çул сирĕн çемйĕрсене телейпе ырăлăх, савăнăç илсе килтĕр, палăртнă тĕллевсем, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем çитсе пыччăр.

В.С.РАХМУЛЛИН,
«Яманчурино» ООО директорĕ.

«Победа» ОООри уй-хир, ферма ĕçченĕсене, тивĕçлĕ канури ватăсене, мĕнпур ял-йыша!

Савăнмалăх пур, Çĕнĕ çула яланхи пекех ĕçри ÿсĕмсемпе кĕтсе илетпĕр. Сирĕн тăрăшулăхăра пула выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи, уйрăмах, сĕт туса илессинчи кăтартусене çулран-çул ÿстерсе пыма пултарни те çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать.

2020 çулта производствăри ĕç-хĕле тата ăнăçлăрах йĕркелесе пыма – выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ шайри тата пысăк пахалăхпа хака тивĕçекен продукци туса илме, çĕрпе пĕлсе тата тухăçлă усă курма хамăр ума тата çирĕпрех тĕллевсем илетпĕр.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем сирĕн çемйĕрсене çĕнĕ савăнăçпа телей илсе килччĕр. Кашни çын çирĕп сывлăхлă пулнипе, çитĕнÿсем тунипе савăнма пултартăр.

Н.А.ГОЛОВИН,
«Победа» ООО директорĕ.

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансене, ĕç ветеранĕсене!

Сире пурсăра та Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп.

Умри йывăрлăхсене пăхмасăр яланхиллех черетлĕ çулталăка та пысăк кăтартусемпе, пысăк тупăшпа вĕçлерĕмĕр. Çапла пулма тивĕçлĕ те. Мĕншĕн тесен 2019 çул пирĕншĕн асра юлмалли пулăмпа палăрчĕ, пĕрлешÿллĕ хуçалăха йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине ĕçри пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илме пултартăмăр.

Иртнĕ çулталăкра тĕл пулнă йывăрлăхсем çинчен манса кайса мал ĕмĕтпе, шанчăкпа пурăнар. Çемьесенче ăнланулăх, телей, юрату хуçалантăр. Кăçалхи тĕллевсене те ăнăçлă пурнăçа кĕртессе шанса тăратăп.

Çĕнĕ çул ячĕпе сире, хисеплĕ ял ĕçченĕсем!

Г.И.ФЕДОРОВ,
«Комбайн» ЯХПК председателĕ.

«Прогресс» АХОри уй-хир ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, ĕç ветеранĕсене!

Ял хуçалăх производствинче тăрăшакансем – пĕрлехи вăйпа яла малалла аталантарма пулăшакансем. Çĕнĕ çулта тата ăнăçлăрах, тухăçлăрах ĕçлеме, тулăхрах пурăнма сунатăп. Кашни ĕçчен сывлăхлă, хавхалануллă кăмăл-туйăмлă пултăр. Çĕнĕ çулта çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе пурăнар, çĕнĕ кăтартусене çывхартар. Çĕнĕ çул саламĕ кашни киле çитсе савăнăç кÿтĕр. Тăнăç пурнăç пултăр.

Пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлатăп, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртессинче телей, çирĕп сывлăх сунатăп.

П.А.СКВОРЦОВ,
«Прогресс» АХО директорĕ.

«Энтепе» ОООра тăрăшакансене – Энтепе, Кивĕ Арланкасси, Çĕнĕ Арланкасси,
Сăрьел тата Кушкă ялĕсенче пурăнакансене, ĕç ветеранĕсене!

Уяв, кану кунĕсене пĕлмесĕр выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансене, çăкăр çитĕнтерекенсене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн чĕререн тав тунине, пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламланине пĕлтеретĕп. Çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп.

Çĕнĕ çул уявĕ вара яланлăха асра юлтăр. 2020 çул иртнĕ çулхинчен ăнăçлăрах пултăр. Палăртнă ĕçсем, ĕмĕтсем пурнăçа кĕччĕр.

А.П.ВАСИЛЬЕВ,
«Энтепе» ООО директорĕ.

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансемпе ĕç ветеранĕсене!

Çĕнĕ çул асра юлмалли уяв анчах мар, пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетмелли, çĕнĕ ĕçсене пикенмелли вăхăт та. Эсир тăрăшса ĕçленине пула палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртетпĕр.Малашне çĕнĕ технологисемпе усă курассине тата анлăлатса пыма, çавна май çĕр ĕç культурисене, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессине тата ÿстерме палăртатпăр. Пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли ытти ĕçсем те сахал мар.

Çĕнĕ 2020 çулăн кашни кунĕ çутă та савăнăçлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе пуян пултăр. Телей те ăнăçу пурне те! Çĕнĕ çул ячĕпе!

Ю.С.ВИКЕНТЬЕВ,
«Сатурн» ЯХПК председателĕ.

«Эмметево» ОООра тăрăшакансене, хисеплĕ ĕç ветеранĕсене!

Сире çулталăкри чи асра юлмалли уяв – Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи ырă та ăшă сăмахсемпе саламлатăп, сиртен кашнинех ырă кун-çул, сывлăх, телей сунатăп. Çĕнĕ çулталăк сирĕн кил-çуртăра телей те ырлăх, тату пурнăç, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев, шанчăк илсе килтĕр. Ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пыччăр, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса малалла утăмлар. Мĕн ĕмĕтленни пурнăçа кĕтĕр.

Ю.М.ЛАПШИН,
«Эмметево» ООО директорĕ.

Район халăхне, сывлăха сыхлас ĕçре тăрăшакансене тата ветерансене!

Пурсăра та Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе ăшă кăмăлтан саламлама ирĕк парсамăр. Сире ырлăх-сывлăх, тулли телей сунатпăр. Çĕнĕ çул çĕнĕ ĕмĕтсем илсе килтĕр, вăй-хăват иксĕлми, кĕрекесем тулли пулччăр, палăртнă тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пыччăр. Сирĕнпе юнашар яланах хăвăра хисеплекен тата юратакан, йывăр самантра пулăшу аллине тăсса пама пултаракан çынсем пулччăр. Сывлăхлă пулăр, унран хакли урăх нимĕн те çук!

Н.В.УРКОВА,
районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ.

А.А.ЯСТРЕБОВА,
профсоюзăн вырăнти комитечĕн председателĕ.

Хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, ентешсем!

Сире пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе чун-чĕререн саламлатпăр, сывлăх, телей, килĕшÿпе ырăлăх сунатпăр. Уяв кунĕсенче ăшă та чуна çывăх сăмахсем янăраччăр, ĕмĕтсем пурнăçланччăр. Эсир пурнăçăра тата сывлăхăра хĕрхенмесĕр тăшмана хирĕç вирлĕн кĕреш-нĕрен, тылра ырми-канми ĕçленĕрен пурнăç илемлĕ паян. Тавах сире пурне те!
Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕ.

Хисеплĕ вулакансем, ялти корреспондентсем!

Сире Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.

Сисмерĕмĕр те, тепĕр çулталăк хыçа юлать. Çавна май утса тухнă Сысна çулне пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ. 2019 çулта район хаçачĕпе туслă çыхăну тытнă ялкорсене тулли кăмăлпа аса илетпĕр. Н.Алексеев, И.Иноходов, А.Тимофеев, А.Сорокин, В.Майков /Елчĕк/, З.Портнова, В.Плотников /Аслă Пăла Тимеш/, Т.Захарова /Патреккел/, С.Баринова, Ю.Гордеев /Кушкă/, Л.Викторова, А.Фомина /Çĕнĕ Пăва/, В.Мешков, В.Вастулова, Л.Адюкова /Аслă Елчĕк/, С.Степанова, В.Телей /Лаш Таяпа/, В.Московский /Акчел/, Р.Харисов /Сăрьел/, И.Волкова /Хăвăлçырма/, И.Левый, Н.Левая, Е.Баринова /Çирĕклĕ Шăхаль/, В.Сазонов /Кÿлпуç/, Г.Изосимов /Кĕçĕн Таяпа/, Д.Смирнова /Курнавăш/, Н.Богданов, А.Иголкин-Арлановский /Кивĕ Арланкасси/, Л.Енедерова /Тăрăм/, О.Миронова /Таяпа Энтри/, Н.Александров /Çĕнĕ Арланкасси/, П.Сидоров, В.Николаев, Ф.Пупин, О.Австрийская /Шупашкар/ тата ытти ялкорсем хăйсен статйисенче район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ темăсене хускатрĕç. Пирĕнпе чылай çулсем хушши çыхăну тытса хаçат содержанине пуянлатма пулăшакан авторсене малашне те пирĕнпе пĕрле пуласса шанатпăр.

Хаçат редакцийĕ



Елчек ен
30 декабря 2019
12:55
Поделиться