Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Профессионал çыравçă

Вулакан «Елчĕк ен» хаçатăн çырусемпе ĕçлекен редакторĕн Валентина Кириллован статйисемпе тăтăшах паллашать.

30 çул ытла калемне çивĕчлетсе пыракан журналист çемье, вĕренÿпе культура, сывă пурнăç йĕркипе туризм, демографи политикипе хĕрарăмсен юхăмĕн… темисене тăтăшах çутатать. Витĕмлĕ те, интереслĕ те. Унăн «Пурнăçри ÿкерчĕксем» ярăмпа кун çути куракан хайлавĕсене уйрăмах хапăлласа йышăнаççĕ.

Валентина Алексеевна пĕр вырăнта мăкланса лараканскер мар, чăваш журналĕсенче те пичетленет, кĕнекесем те кăларать. Прозăна юратакансем ăна Тимĕр Алюш Вали хушма ятпа та аван пĕлме тивĕç.

Сăмах пуçарнин сăлтавĕ ĕçтешĕмĕрĕн ĕç-хĕлне уçса парасси мар-ха – урăххинче. Валентина Кириллова халĕ Раççей Журналистсен пĕрлĕхĕн пайташĕ çеç мар. Çак кунсенче тăватă кĕнеке авторне Чăваш Республикин Профессионал çыравçăсен ретне илнĕ. Çавăнпа саламлама та, пĕрле савăнма та майĕ пур.



28 декабря 2019
09:55
Поделиться