Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсěнче палăрчěҫ

«Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсěнче палăрчěҫ
Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш наци конгресĕ тата «Хыпар» Издательство  çурчĕн «Тантăш» хаçачĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи  «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсне йĕркеленĕ. Çак конкурсра Патреккел шкулĕнче вĕренекенсем те палăрма пултарчĕç. 9-мĕш класра вĕренекен Левая Алина хăй çырнă сăввисемпе 2-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарнă. 7-мĕш класра вĕренекен Плотникова Елена та хăй çырнă очеркĕпе 2-мĕш вырăна йышăнма пултарни савăнтарать. Вĕсене конкурса хатĕрленĕ вĕрентекене, Г.Л.Енейкинăна та Тав хучĕ парса чысланă.


Байдеряковская ООШ
04 декабря 2019
11:11
Поделиться