Республикăра

Ыйту пур – çырса яр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа яланах уççăн калаçать.

Республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне пĕлес, тĕрлĕ ыйтăва татса парас тĕллевпе ертÿçĕ журналистсене пресс-конференцие пуçтарать, Чăваш наци телекуравĕн эфирĕнче «тÿрĕ лини» ирттерет. Кунашкал тĕл пулусем малашне те йĕркеленĕç. Çавна май Михаил Игнатьева памалли ыйтусене вулакансем «Хыпар» хаçат редакцине те çак адреспа – Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт е электронлă почтăпа /hupar1@mail.ru/ – ярса пама пултараççĕ. 89674706535 номерлĕ телефонпа та шăнкăравлама пулать.

Поэт çуралнăранпа 120 çул

Эрнекун Çамрăксен театрĕнче мухтавлă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине анлăн паллă тунă.

Уяв каçне патшалăх власть органĕсен, пултарулăх интеллигенцийĕн представителĕсем, поэтсемпе писательсем, кÿршĕллĕ регионсенчен килнĕ хăнасем, поэт пултарулăхне хисеплекенсем пуçтарăннă.

Çамрăксен театрĕн артисчĕсемпе шкул ачисем Çеçпĕл Мишшин сăввисене вуланă, пултарулăх коллективĕсем уява юрă-ташăпа илемлетнĕ.

Çак каç поэтăмăр пирки нумай ăшă сăмах янăранă.

Министр хуравлать

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче ЧР Культура министрĕ Константин Яковлев тÿрĕ эфир йĕркелет.

Республикăри ялсемпе хуласенче пурăнакансен ыйтăвĕсем çине вăл 15-17 сехетсенче хуравлать. «Тÿрĕ линие» Чăваш Республикин власть органĕсен видеохостингĕнче ?video.cap.ru/ онлайн режимра кăтартĕç.

Ыйтусене маларах https://forms.cap.ru/modules/form_builder/published/mincult.php адреспа йышăнаççĕ. Видео ыйтусем валли «Там-там» мессенджерта /https://tt.me/Pryamaya_linija/ ятарлă канал йĕркеленĕ. Çавăн пекех 8/8352/ 64-20-80 телефонпа шăнкăравлама, culture@cap.ru адреспа çырма юрать.

«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче, 14-16 сехетсенче, ыйтусене 8/8352/ 56-51-00 телефонпа йышăнаççĕ.

Сасăлав пуçланать

«Театрлă Атăлçи» округ фестивальне хутшăннă чи лайăх ĕçшĕн ноябрĕн 29-мĕшĕнче 13 сехетрен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕнчи 13 сехетчен сасăлаççĕ.

Сасăлава хутшăнакансем хăйсене килĕшнĕ спектакль ятне пĕлтерсе 8-800-350-35-43 номерпе шăнкăравлама пултараççĕ. Халăх сасăлавĕн кăтартăвĕсемпе тÿрĕ эфирта паллаштарĕç, кăларăма фестивалĕн официаллă сайтĕнче кăтартĕç.

«Театрлă Атăлçи» фестиваль – Атăлçи округĕн çĕнĕ общество проекчĕ. Унăн тĕллевĕ – çамрăксене театр хутлăхне ытларах явăçтарасси, патриотизм туйăмĕсене вăратасси, театр искусствине аталантарма хавхалантарасси.



Елчек ен
27 ноября 2019
09:49
Поделиться