«Пурнăçа савсан ĕмĕр иртни сисĕнмест»

Мăшăрпа пурнăç тăршшĕпех алла-аллăн утни, ача-пăча юратăвĕпе хисепне тивĕçни мĕн тери пĕлтерĕшлине тăнăç пурăнакан кашни çемье тĕслĕхĕпе палăртма пулать.

Каркалар ялĕнчи Леонидпа Ксения Волковсем çемье чăмăртани 60 çул çитнине сиссе те юлайман. Ватлăхра иккĕшĕ кăна пурăнаççĕ пулсан та юлашки çулсенче пысăк та хăтлă кил-çурта тата анлăлатма мехел çитернĕ. Шалта тирпейлĕ те çутă. Канализаци ĕçлет, санузел вырнаçтарнă.

Сакăр теçетке çултан иртнĕ пулсан та хуралтисене çĕнетме те хал çитернĕ. Ялти çамрăксенчен юласшăн мар, паянхи пурнăç таппипе тан утаççĕ.

Ватăсен улмуççисен пахчийĕ пысăк. Кăçал панулми ăнса пулчĕ те хăйсене кăна мар, çынсене кучченеçле парса яма та çитнĕ. Вĕлле хурчĕсем нумай тытнăран пыл аван туса илеççĕ. Паллах, пыл хурчĕсем хăйсем пекех ĕçчен çынна кăна кăмăллаççĕ. Çулла вĕсем патĕнчен çăмăл машина татăлмасть. Паха чĕр тавара туянма килекенсем те йышлăн.

Волковсем сакăр теçетке урлă каçса ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ кăна мар, çак тăрăхри ватăсем хушшинче чи сумлисенчен пĕрисем шутланаççĕ. Ĕмĕрне ĕçре пиçĕхсе ирттернĕ мăшăр алă усса ларма хăнăхман. Халĕ килти мĕнпур ĕç-пуç ытларах хĕрарăма лексен те аптăрамасть Ксения Степановна. Юлашки çулсенче упăшки чирлесех тăнăран вырăнпа выртасси те аякра мар. Кил хуçи çулла пахчара кăштăртатса çÿрени те лайăх кун пек чухне.

– Ватлăх никамран та пăрăнса иртмест. Эпир, ял хуçалăхне аталантарас тесе пĕтĕм вăй-хала, ăсталăха панăскерсем, çакăн пек авăнса ларасса шутлама та пултарайман. Пурнăçăн вара хăйĕн саккунĕ. Унпа килĕшмесĕр май çук, – тет Ксения Степановна калаçăва пуçарнă май.

Иртнĕ кунăн çути çук тетпĕр пулин те, вăл хăй колхозра ырми-канми вăй хунă çулсене ăшшăн аса илчĕ.

Ача-пăча чухнех çĕр ĕçне кÿлĕннĕ вăл. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах колхозра учетчик-кассирта тăрăшнă. Унтан чылай çул «Восток» хуçалăхăн уй-хир бригадирĕнче пиçĕхнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-тăхăрвуннăмĕш çулĕсенче Каркалар ялĕнчи сурăх ферми ĕç кăтартăвĕсемпе районта çеç мар, республикипех кĕрлесе тăнă. Çиччĕн 1000 сурăх ытла пăхнă. Çăм, аш-какай туса илессипе Каркаларсем социализмла ăмăртăва хутшăннă. Путексен шучĕ çав тери нумаййипе палăрнă.

Сурăх ĕрчетнĕ май кунтах вăкăрсем самăртнă. Лаша та нумай тытнă. 20 çула яхăн бригадăна, çав вăхăтрах фермăна ертсе пынă бригадир-заведующи канлĕх мĕнне пĕлмен, тăтăшах ĕçшĕн çуннă. Тăраниччен çывăрасси пирки шухăшлама майĕ те пулман. Ир-ирех тăнă та ачисем валли апатне пĕçернĕ, кил-çуртне тирпейленĕ, выльăх-чĕрлĕхне пăхнă. Унтан кунĕпе колхоз ĕçĕнче, хĕвел ансан таврăнсан каллех килти ĕç, çĕрле алса-нускине çыхнă…

Ĕçне кура хисепĕ тенĕрен, унăн харсăрлăхне патшалăх та пысăка хурса хакланă. «Социализмла ăмăртун çĕнтерÿçи» паллăпа, «Ĕçри хастарлăхшăн», «РСФСР хура тăпраллă мар çĕрсене çĕнетнĕшĕн» медальсемпе чысланă. Ял-йыш сумне тивĕçнĕ маттур хĕрарăма ЧАССР Верховнăй Совечĕн депутатне те суйланă. Маларах темиçе хутчен ял, район Совечĕн депутачĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă. Ял халăхĕн шанăçĕ ăна тата хавхаланса ĕçлеме хистенĕ.

Ксения Степановнан мăшăрĕ Леонид Никифорович таврара ăста тракторист пулнипе чапа тухнă. Каркаларта çуралса ÿснĕскерсем пĕр-пĕрне улахра асăрханă. Каччă шкул хыççăн Канашра чукун çул училищине, кăшт каярах механизаци шкулне пĕтернĕ. Совет Çарĕнче службăра тăнă. Яла таврăнсан пĕр вăхăт Арзамасра хăй суйласа илнĕ профессипе тăрăшнă. Унтан мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Правда» /«Восток»/, Чкалов ячĕпе хисепленекен, «Таяпинка» ЯХПКра механизаторта вăй хунă. Вырма вăхăтĕнче харсăр комбайн штурвалĕ умне ларнă. «Республикăри чи лайăх механизатор» ята та çĕнсе илнĕ вăл. 1976 çулта тÿрĕ кăмăллă та хастар ĕçшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă ăна. Çавăн пекех унăн медальсем те пур.

– Чылай çул пурăнтăмăр. Ĕмĕре çын хушшинче ĕçлесе ирттертĕм. Бригадирăн темĕнле лару-тăрăва лекме те тивнĕ, çапах упăшкан çирĕп хулпуççийĕ яланах юнашар пулнă. Вăл кĕвĕç чунлă пулнине курман. Пĕр-пĕрне ăнланса, пур енĕпе те пулăшса пынă, – тет Ксения Степановна.

Волковсем виçĕ ачана ура çине тăратнă. Асли, Геннадий, çу кунĕсенче ашшĕ çумĕнчен кайман. Техникăна питĕ юратаканскер трактор рычагне те тытнă, комбайн штурвалĕ умне те ларнă.

– Улттăмĕш класран ĕçлерĕ хирте, – ăшшăн аса илет вăл ăна.

Каярахпа водителе вĕренсе тухса мĕн пенсие тухиччен автомашина çинчен анман.

Тоня хĕрĕ хулара заводра ĕçленĕ. Халĕ мăшăрĕпе тăван яла куçса килнĕ. Çумра çывăх çынсем пурришĕн амăшĕ чăннипех те савăннă. Кĕрÿшĕ кил хуçалăхĕнче хунямăшне чылай енĕпе пулăшу аллине тăсма ĕлкĕрет.

Коля Çĕнĕ Шупашкарта хунав янă. Çемйипе ашшĕ-амăшĕ патне килсех çÿреççĕ. Ултă мăнукĕ, тăватă кĕçĕн мăнукĕ те çу кунĕсене ялта ирттереççĕ. Ун чухне Тĕп урамри Волковсен кил-çурчĕ савăнăçпа тулать. Çакăнтан пысăк телей çук ватăсемшĕн.

– Пурнăçа савсан ĕмĕр иртни сисĕнмест. Халĕ пурнăç лайăх, пурте çителĕклĕ. Юратупа çеç тултармалла хăналăха кăна килекен пурнăçа, – теççĕ вĕсем кăмăллăн.

В.ВАНЮШКИНА.



27 ноября 2019
09:45
Поделиться