Тăрăшса ĕçленĕрен тулăх пирĕн сĕтелĕмĕр

Тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем, отрасль ветеранĕсем кĕр мăнтăрĕпе килекен професси уявне сумлă кĕрекере – ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен шăматкун пулса иртнĕ районти уявĕнче паллă турĕç. Кунта уй-хир ĕçĕсене, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Тĕп вырăнта, паллах, ĕç паттăрĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысласси пулчĕ.

…Уяв кунĕнче Елчĕкре ял хуçалăх пасарне йĕркелесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Хальхинче те ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен йывăр тиевлĕ автомашинисем тул çутăлнă çĕре пĕрин хыççăн тепри Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕ çывăхĕнчи лаптăка киле-киле чарăнчĕç. Ăна-кăна туянас е хак пĕлес кăмăллă çынсем те сахаллăн мар. «Эмметево» сахал яваплă обществăпа «Рассвет» ЯХПК, «Прогресс» АХОпа «Комбайн» ЯХПК сутакан пахалăхлă тырра, аш-какая чылайăшĕ черет тăрсах туянчĕç. Фермерсем хăйсен уй-хирĕсенче çитĕнтернĕ çĕрулмие, кишĕрпе столовăй чĕкĕнтĕре, купăстапа ытти пахча çимĕçе сутрĕç.

Çĕнелеççĕ ферма çурчĕсем

Çĕнелеççĕ ферма çурчĕсем, ăнса пыраççĕ ĕçĕсем

«Победа» сахал яваплă обществăра вăй хуракансемшĕн çак кун икĕ хут уяв пулнипе асра юлма тивĕçлĕ. Кунти фермăра харăсах 400 пуç сăвăнакан ĕне вырнаçакан, сĕт туса илессинче усă курма Израиль çĕршывĕнче туса кăларнă «ăслă» оборудованисен пĕтĕм комплектне вырнаçтарнă çĕнĕ йышши вите хута кайрĕ.

Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамоновпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, вĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç. Сергей Артамоновпа Николай Миллин пуçаруллă, йывăрлăхсенчен хăраман Николай Головин директорăн ял пуласлăхĕшĕн тăрăшса пурнăçланă пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакларĕç.

…Çанталăкĕ те ял хуçалăх предприятийĕнчи выльăх-чĕрлĕх ферминче вăй хуракансем майлă, вĕсене çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма вăй-хăват кÿрекен паллă пекех, тÿлек те ăшă пулчĕ – чăн-чăн ылтăн кĕркунне! Ял вĕçĕнчи тÿрем вырăнта çĕкленсе ларнă, аякранах ал тупанĕ çинчи пек курăнса ларакан çак капмар ферма çурчĕ халĕ яла тата ытларах илем кÿнĕн туйăнать. Хăтлă витери ĕç условийĕсем пирки каласа та пĕтереймĕн. Фермăна ĕçлеме вырнаçас текенсем йышлăн пулни ахальтен-и? Кÿршĕллĕ ялсенчи çынсем те фермăра ĕçлес тесе директор патне час-часах ыйтупа пыраççĕ. Анчах пурин валли те пĕр харăс ĕç вырăнĕ тивĕçместех. Ял хуçалăх предприятийĕнче производство кăтартăвĕсене шута илсе уйăхсерен палăртакан шалу виçи те пĕчĕк мар – 23 пин тенкĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине, уйрăмах сĕт туса илессине малти вырăна хуракан «Победа» сахал яваплă обществăра фермăсене модернизацилесси çине иртнĕ çулсенчен тытăнсах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сăвăнакан ĕнесен витине, тĕслĕхрен, 13 çул каяллах тĕнче шайĕнчи стандартсене тĕпе хурса реконструкци тунă, районта никамран малтан ĕнесене блоксенче кăкармасăр усрама, ятарлă залра сума тытăннă. 2017 çулхи кĕркунне те – шăпах çак вăхăтра 100 ĕне вырнаçакан çĕнĕ вите хута кайрĕ. Ăна пăрулаттаракан уйрăм валли уйăрнă. Кунта та апат сĕтелĕ вырнаçтарнă, ĕнесене кăкармасăр усраççĕ. Витере ĕнесен чĕрнисене касакан станок таранах пур. Ĕçе çакăн пек йĕркеленĕрен сăвăнакан ĕнесен продуктивлăхĕ пысăк.

Тупăшсен çăл куçĕ – выльăх-чĕрлĕхре

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çулталăк тăршшĕпех шанчăклă укçа-тенкĕ çăлкуçĕпе тивĕçтерет.

Кăçалхи 9 уйăхра пĕтĕм категорири хуçалăхсенче районĕпе илсен 2469,8 тонна /иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 4,3 процент ытларах/ аш-какай, 27319 тонна ?104 процент/ сĕт туса илнĕ. Аш-какай туса илессинчи тĕллевлĕ кăтартусене çывхартассипе уйрăмах «Рассвет», Ленин ячĕллĕ, «Труд», «Комбайн» ЯХПКсемпе «Победа» ООО, сĕт туса илессинче «Победа» ООО, «Рассвет», Ленин ячĕллĕ, «Сатурн», «Труд» ЯХПКсем, «Яманчурино», «Эмметево» ОООсем, мăйракаллă шултăра выльăхсене пĕр талăкра ÿт хуштарассипе «Энтепе» ООО, Ленин ячĕллĕ ЯХПК тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов ахальтен мар вĕсене уяв трибуни умĕнче уйрăммăн палăртса тав турĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн отчетлă тапхăрти ĕçлĕ ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн ĕçе чи ăнăçлă йĕркелесе пыракана палăртнă. Вăл – «Победа» ООО, ăна куçса çÿрекен ялавпа диплома парса чыс турĕç. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, кунта сĕт туса илессине 9 процент ÿстернĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 107 центнер аш-какай, 1444 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 6587 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă шултăра выльăхсене пĕр талăкра вăтамран 945-шер грамм ÿт хуштарнă – çакă районти чи пысăк кăтарту. «Сатурн» ЯХПКри сĕт-çу фермин коллективĕн утăмĕсем те сулмаклă, отчетлă тапхăрта вĕсем кашни ĕнерен 5452 килограмм сĕт сунă, акционерсен «Прогресс» хупă обществинчи Патреккелти сысна фермин коллективĕ самăртакан ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 760-шар грамм ÿт хушнă.

Тырри-пулли пÿлме тулли

Çĕр-аннемĕр çирĕп шухăш-кăмăллă, ĕçчен çынсене кăмăллать. Пирĕн районти тыр-пул ăстисем шăпах çак йышран. Ахальтен-и 1 гектартан 32,1 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ? Çакă – чи пысăк çитĕнÿ.

Çут çанталăк ял çыннине кашни çул çирĕп тĕрĕслет пулин те, вĕсем хăйсем умне илнĕ тĕллевсене чыслăн пурнăçлаççĕ. Кăçалхи çăмăл мар лару-тăрура та ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем 22217 гектар çинче çитĕннĕ тыр-пула тăкаксăр, ампар виçипе шутласан пурĕ 71117 тонна алла илме пултарчĕç. Унсăр пуçне, выльăх апачлĕх /14720 гектар/ культурăсем, çĕр улми /524 гектар/, пахча çимĕç тата унăн вăрлăхлăх культурисем /116 гектар/ ăнса çитĕннĕ. Сăмах май, фермăсенчи ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă – пĕр условлă выльăх пуçне 35 апат единици тивĕçет.

Вырмара ăмăртса ĕçленин кăтартăвĕсем тăрăх иртнĕ çулхи пекех «Рассвет» ЯХПК – чи малти, 1 гектартан 48 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ хуçалăх куçса çÿрекен ялавпа диплома тивĕçрĕ. «АСК-Яльчики», «Авангард» ОООсен кăтартăвĕсем 46,1, 43 центнерпа танлашнă. 7 ял хуçалăх предприятийĕпе 14 хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тыр-пул тухăçĕ 32,5 центнер е унтан та ытларах пулнă.

Малта пыракан технологисемпе анлăн усă куракан «АСК-Яльчики» ООО çĕр улми туса илессипе те яланхи пекех чи малти – 250 гектар лаптăкран 1 гектар пуçне шутласан 324,6 центнер «иккĕмĕш çăкăр» пухса кĕртнĕ.

Вырма чемпионĕ – «Прогресс» АХОри Александр Егоров. Вăл хăйне çирĕплетсе панă комбайнпа 17230 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ.

Тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансене Елчĕк районĕн кураторĕ, ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Чăваш Республикинчи уполномоченнăй Елена Романова та ăшшăн саламларĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Елчĕксем кăçал тĕш тырă туса илессипе республика тĕлĕнсе тăмалла рекордлă çитĕнÿ тунине палăртрĕ. Вăл аграрисене хăй ячĕпе анчах мар, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьев ячĕпе те уявпа саламланă май АПКна патшалăх енчен пулăшасси малашне тата ÿссе пырассине çирĕплетрĕ. Унăн шучĕпе, ял хуçалăхĕнче пысăк технологисене ĕçе кĕртессине çул памалла, çын сывлăхĕшĕн сиенсĕр продукци туса кăларассине тĕпе хумалла.

Ял хуçалăхне укçан пулăшма йышăннă Раççейри 10 субъект йышĕнче Чăваш Ен пуррине те кăмăлтан палăртрĕ Сергей Геннадьевич. Çак виçе 145 миллион тенкĕпе танлашмалла. Вăл ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантармалли çĕнĕ программа вăя кĕресси пирки те аса илчĕ. Ун валли те хальччен пулман пысăк укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Ăна ялта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, пурнăç пахалăхне лайăхлатма усă курĕç. Мускав Чăваш Ене çулсем тума та сахал мар укçа-тенкĕ уйăрать, тĕллевлĕ нухрата, паллах, ялсене те сахал мар параççĕ.

Ял ĕçченне – мухтав!

Уява – савăк кăмăл-туйăмпа

Савăнăçлă, çав вăхăтрах хумхануллă самант –производствăра малта пыракансене чысласси пулчĕ.

Вĕсем йышлăн пулчĕç. Геннадий Викентьев /«Сатурн» ЯХПКри тĕп инженер/ агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, Сергей Баймушкин /«Рассвет» ЯХПК тракторисчĕ/, Николай Логинов /«Победа» ОООри тракторист/ РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, Ольга Трофимова /«АСК-Яльчики» ОООри бригадир/, Виктор Цыганов /«Рассвет» ЯХПКри тĕп агроном/ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене, Михаил Александров /«Рассвет» ЯХПК тракторисчĕ/, Владимир Васильев /«Комбайн» ЯХПК тракторисчĕ/, Анатолий Крылов /«Труд» ЯХПКри мăйракалă шултăра выльăх самăртакан/, Ольга Крысова /«Сатурн» ЯХПКри ĕне сăвакан оператор/, Юрий Чернов /«Прогресс» АХОри тĕп зоотехник/ Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, Вадим Григорьев /«АСК-Яльчики» ОООри тракторист/ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. А.Н.Бикулов, В.П.Смирнов, И.П.Чайкина хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем Раççей агропромышленноçĕн Мускавра нумаях пулмасть иртнĕ «Ылтăн кĕркунне» куравĕн конкурсне хутшăннă, Дипломсемпе медальсем çĕнсе илнĕ. Елчĕк район администрацийĕпе Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ те «Ылтăн кĕркунне» куравăн Дипломĕпе Тав çырăвне илме тивĕçлĕ пулнă. Вĕсем ял территорийĕсене тухăçлă аталантарассипе муниципаллă районсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра палăрнă. Уявра, паллах, ытти шайри наградăсем те чылай пулчĕç.

Ĕç çыннин чун-чĕрине районти пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ те тыткăнларĕ. Çапла пулмасăр. Мĕншĕн тесен кашни юрра-кĕвве вĕсене халалланă…

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕксене район администрацийĕн сайтĕнчен илнĕ.



30 октября 2019
11:07
Поделиться