Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сумлă стипендие тивĕçнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче кăларнă 395-рг хушăвĕпе килĕшÿллĕн шкулсемпе хушма пĕлÿ паракан организацисенче, культурăпа искусство сферинче, вĕренÿре, пĕтĕм тĕнче, Раççей шайĕнчи конкурссенче, пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадисенче палăрнă ачасем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине тивĕçнĕ.

Вĕсем 2019 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2020 çулхи августăн 31-мĕшĕччен уйăхсерен 400-шер тенкĕ илсе тăрĕç. Сумлă стипендие республикăри 25 ача çĕнсе илнĕ. Вĕсен йышĕнче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Анатолий Нягин та пур. Пултаруллă çамрăк 11 «е» класра вĕренет. Пĕлтĕр вăл пултарулăхри ăнтăлушăн ЧР Пуçлăхĕн стипендине те тивĕç пулнăччĕ. Инженери çул-йĕрĕпе утакан харсăр шкул ачи малашне те вĕренÿре, общество пурнăçĕнче хастарлăхпа палăрасса шанатпăр.

М.ВАСТУЛОВА



Елчек ен
09 октября 2019
14:14
Поделиться