Ыйтусем чылай…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.

Мошенниксен мăшкăлĕ пулар мар

Асăннă йĕрке ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Алексей Алексеев тухса калаçнă хыççăн çуралчĕ. Вăл 9 уйăхри пĕтĕмлетÿпе паллаштарнă май ултавпа çыхăннă ĕçсем çинче ытларах пусăм турĕ. Интернет, смартфон, карас телефонĕ кашни çыншăн çăкăр вырăннех пулнăн туйăнать те, пăтăрмахĕсем те çак «ытарайми» хатĕрсемпех çыхăннă. «Телефонри вирус», «Суту-илÿ», «Приз вылявĕ», «Туссен» пĕлтерĕвĕ» тата ытти калаçу операцийĕсем хăшĕ-пĕрисене шăнман пăр çине лартни те пулкалать. Хамăрăн айванлăх, пачах палламан-пĕлмен çынсемпе хутшăнса вĕсене шанни çурăк валашка умне тăратать мар-и? 2018 çулта Чăваш Енре пурăнакансен банк карттисенчен вăрланă 1300 яхăн тĕслĕхе регистрациленĕ, преступниксем 50 миллион ытла тенкĕ çаратнă.

Виртуаллă çыхăнури япшар чĕлхеллĕ те «ырă кăмăллă» çынсемпе нихăçан та çыхăнăва кĕме ан тăрăшăр. Вĕсен пĕр тĕллев кăна – укçа-тенкĕ сăптăрасси.

Ан сÿнтĕр культура вучахĕ

Чăваш халăхĕ хăйĕн пуян культурипе, нумай ĕмĕре тăсăлакан йăла-йĕркесене тирпейлĕн упранипе, нацисем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетнипе палăрса тăрать. Çак ĕçре, паллах, культура учрежденийĕсенче тимлекенсен тÿпи пысăк. Вĕсем ял çыннисемпе тачă çыхăну тытнинчен, канăвне куллен мĕнле йĕркеленинчен, тĕрлĕ мероприятие хастарлă явăçтарнинчен нумай килет. Культура çурчĕ хăй патне илĕрттĕр тесен вара вăл типтерлĕ те хăтлă пулни вырăнлă. Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн начальникĕ Зарема Князева шăпах асăннă ыйту тавра тухса калаçрĕ те.

Юлашки çулсенче тĕрлĕ программăпа усă курса культура çурчĕсене тĕпрен юсасси тĕллевлĕн пурнăçланса пырать. Пĕлтĕр, акă, Кĕçĕн Таяпари çурта 1 миллион та 745 пин тенкĕлĕх çĕнетнĕ, кăçалхи çурла уйăхĕнчен Аслă Таяпасем те çап-çутă та хăтлă культура керменне çÿреме пуçларĕç. Кунта та пысăк ĕçсем туса ирттернĕ – пĕтĕмпе 1 млн та 089 пинлĕх.

Çĕнĕ Пăвари культура çуртне юсасси маларахах пуçланнă-ха: патшалăх пулăшăвĕпе çурт тăррине улăштарнă, ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе тата Владимир Доброхотов заведующипе Альбина Емельянова культорганизатор пуçаруллă пулнипе çурт çамкине тата фойе урайне çĕнетнĕ. Кăçал вара 683 пин тенкĕлĕх шалти ĕçсене пурнăçланă.

Çитес çул Сăрьел, Ĕнел, Тăрăм, Хăвăлçырма, Çĕнĕ Эйпеç ялĕсенчи культура учрежденийĕсенче те тĕрлĕ юсав ĕçĕ йĕркелеме пăхнă. Сцена тумтирĕпе, музыкăпа çутă тата мультимеди аппаратурисемпе тивĕçтересси те палăртнă тĕллевсен йышĕнче.

«Культура» тени вăл ятарлă çуртсемпе çеç çыхăнман. Унăн тÿрĕ пĕлтерĕшне кашни ялтах курма тивĕçлĕ эпир: урамсемпе уйрăм хуçалăх умĕсенчи тасалăх, ятарласа йĕркеленĕ кану вырăнĕсем. Ялсене пырса кĕнĕ çĕрте вырнаçтарнă стелăсемпе тĕп усадьбăсенчи фонтансем те. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку «объектсене» юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлнех вĕçлеме хушнăччĕ ял тăрăхĕсен ертÿçисене. Хăшĕ-пĕрисен хыççăн хальтерех Тăрăм, Тип Тимеш, Аслă Елчĕк ялĕсен стелисем çĕкленнĕ пулсан, ытти кашни ялтах пулма кирлĕ вăл. Фонтансене Елчĕк, Аслă Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче аван ăсталанă.

Каллех çÿп-çап пирки

Çапла, ку ыйту тавра çитменлĕхсем явăннă вăхăтра калаçмасăр, çырмасăр хăвараймастпăрах. Канашлура сăмах илнĕ МВК «Экоцентр» ОООн районти клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова пĕлтернинче те палăрчĕ çакă. Тепĕр чухне пĕр япаланах темиçе хутчен аса илтерме е асăрхаттарма та тивет. Кашни предприяти-организаци, çав шутра уйрăм пайтаçăсем хытă каяш турттарса тухассипе килĕшÿ тумалли, хăйсем уйрăм контейнер вырнаçтармалли пирки те. Паянхи кун тĕлне 92 юридици сăпачĕ договор тунă. Яваплăхран пăрăнакан пуçлăхсене вара 150 пинрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.

Тÿлев пирки уйрăм çынсен ăнланулăхĕ çирĕпленсе пыни курăнать – район шайĕпе 78 процентпа танлашать. Çав вăхăтрах Аслă Елчĕксен 87,6 процент, Елчĕксен – 83,6 процент, Аслă Таяпасен 79,3 процент. Лаш Таяпасен чи пĕчĕкки – 59,6 процент.

Раштав уйăхĕнче хытă каяша турттарса тухнăшăн тÿлемелли норматива улшăнусем кĕртĕç. Хакĕ чакĕ-ши е ÿсĕ-ши? Çÿп-çапĕ вара, куратпăр, нумайлансах пырать…

Николай МАЛЫШКИН



Елчек ен
09 октября 2019
14:08
Поделиться