Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вутран юлнă пуянлăх

Вутран юлнă пуянлăх

Чăваш халăхěн упранса юлнă еткерě пуян. Вěсен шутне халăх сăмахлăхě, йăла-йěрке, тěн вěрентěвě, карт çырăвě, çыруллă юпа-палăк çине  çырнисем кěреççě.

Пирěн виçесěр хаклă пуянлăхавалтан-авал тымарланнă чěлхемěр. Паянхи кун тěлне чăваш чěлхин тымарěсене тěпчевçěçем те тупса пěтереймен-ха. Чěлхен  йěрěсем тěнчери ытти  нумай чěлхере те курăнаççě.

Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулти 8-мěш класра вěренекенсемпе чăваш литератури урокěнче вěрентекен пулăшнипе, чăвашсем тěрěк  халăхěсемпе пěр тымарлă пулнине тата вěсен авалхи йěрěсене тěпчерěмěр. Чăваш сăмахěсем авалхи этруск, эрмен, китай, япун, уйгур чěлхисене кěрсе пěтнě. Тăваткал эрешěсем те туркмен, эрмен, азербайджан ӳнерěсенче те пур. Ку вăл вěсен «карт çырăвенче» те самаях палăрать.

Несěлсен «карт çыравě» ансат та çамăл.Унăн тěп никěсě  пуртăпа, хěçпе, çěçěпе пěрре лартса паллă тунă пěр йěр.Çырнă чухне вěсене çӳлтен аялалла, аялтан çӳлелле, сылтăмран сулахаялла е сулахайран сылтăмалла çырнă. Карт çырăвěсемпе пил, сăвап, калмак сыпăкеснче çырса кăтартнă.

Ачасем, урока пěтěмлетнě май, «карт çырăвěпе» çырнă çырусене мěн çинчен, мěн хавхапа каланине тěпчеме питě кăсăклă пулнине палăртрěç.



Большеяльчикская СОШ
17 сентября 2019
13:35
Поделиться