Кукурузăран – пахалăхлă силос

Вăл экологи тĕлĕшĕнчен таса, выльăх валли паха та сĕтеклĕ апат. Унра симĕс культурăри витаминсем йăлтах упранса юлаççĕ. Çавăнпа вăл сăвăма ÿстерме тата выльăхсене хăвăрт ÿт хуштарма пулăшнине палăртаççĕ специалистсем.

«Прогресс» хуçалăх кукурузăна 170 гектар çинче çитĕнтернĕ, сентябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне 68 гектар /40 процент/ вырнă. Ĕнел хирĕнче ку ĕçе вĕçленĕ. Харăсах икĕ техникăпа вырни вăхăта хăвăртлатать. Геннадий Куприяновпа Владимир Воронцов «Дон-680» комбайнсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ.

Опытлă водительсем – Геннадий Выйгетов, Александр Егоров, Николай Романов, Владимир Соловьев, Алексей Колсанов симĕс массăна траншейăсене турттараççĕ, хăйсене пула ĕç пĕр самант та тытăнса ан тăтăр тесе тимлеççĕ.

– Кукурузăна кĕске вăхăтра вырса силоса хывса пыратпăр, çакă унăн пахалăхне, сĕтеклĕхне тата тутлăлăхне упрать. Ăна технологие пăхăнса, «кĕвелĕк» микробиологи препарачĕ хушса хатĕрлетпĕр. Вăл ÿсен-тăрана час консервланма пулăшать, çĕресрен тата пăсăласран упрать, – палăртать Анатолий Куприянов бригадир.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Ĕнел ферминче силоса Т-156 тракторпа купалакан тата пусăрăнтаракан Александр Николаев Алексей Колсанов /сулахайри/ водительпе



Елчек ен
14 сентября 2019
10:46
Поделиться