Турхан каччин çитĕнĕвĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн магистранчĕ Николай Филиппов пултарулăх пĕрлешĕвĕсен «Таврида-АРТ» фестивалĕнче 2 млн та 400 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ.

Таврида – искусствăпа культурăна темиçе çул-йĕрпе аталантарма хистекен проект. Унта çĕршыври пултаруллă çамрăксем хутшăнаççĕ.

Николай Чăваш патшалăх университечĕн КВН вăййисен капитанĕ. Вăл «ТВ-академия» вĕренÿ проекчĕ çырнă. Унăн шухăшĕпе телевидени мэтрĕсемпе паллă блогерсем Клуб членĕсене хăйсен ăсталăхне вĕрентме пултараççĕ. Вĕренÿ ушкăнне Николай çĕршыври КВНçăсене конкурс витĕр кăларса суйласа илме сĕнет. Каярахпа вĕсене ятарлă сериалта е передачăра кăтартĕç.

– КВНçăсем курăмлă кăтартусем тăваççĕ те каялла хăйсен хулисене кайса харпăр хăй ĕçĕсемпе тăрăшма пуçлаççĕ, тавра курăмне малалла ÿстереймеççĕ, – тет Николай Филиппов. – Пултарулăх çыннисен ĕмĕт-шухăшĕсем нумай, вĕсене кирлĕ çĕре ямалла, çакă вара кино тата телевидени индустрийĕнче те палăрĕ.

Крымри фестивальте «Сборная ЧГУ» команда ăнăçлă ăмăртнă, финала тухнă. Вĕсем КВНăн аслă лигăри «Раисы», «Борцы» тата «Вятка» командисемпе тупăшнă. Чăваш университечĕн командин членĕсем «Арт-Тавридăн» тĕп сцени çинче хăйсене кăтартнипе кăмăллă пулнă.

Каласа хăвармалла, Николай Филиппов Çĕнĕ Пăва шкулĕн выпускникĕ. Вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕскер Чăваш патшалăх университечĕн информатика факультетне вĕренме кĕнĕ. Пултаруллă студент – ЧР Пуçлăхĕн, Раççей Федерацийĕн Правительствин стипендиачĕ. Ывăлĕ çĕршыври çамрăксен сумлă фестивалĕнче 2 миллион та 400 пин çĕнсе илнĕшĕн Светлана Геннадьевнăпа Валерий Николаевич питĕ хавхаланнă. Сăмах май каласан, Филипповсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Асли Андрей та вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Халĕ хулари сумлă банкра тăрăшать. Кĕçĕнни, Дарья, 9 класра вĕренет. Николай мĕн пĕчĕкрен «Камбрэ» ташă ушкăнне çÿренĕ. Шкулти мероприятисене йĕркелесе ертсе пынă. Студент тăван яла килсен те çамрăксен ташă ушкăнĕпе сцена çине тухать.

Çĕршывĕпе чапа тухнă проект авторĕ шкул директорне Диана Анатольевна Турхана, хăйне вĕрентнĕ учительсене тав тăвать.

В.СМИРНОВА



Елчек ен
07 сентября 2019
10:41
Поделиться