Пуçлăхсен паха тĕслĕхĕ

Аслă Елчĕкри стадионта çăмăл атлетикăн чи пысăк хавхалану кÿрекен тĕсĕ – эстафета енĕпе ăмăрту иртрĕ. Ăшă, янкăр уçă кун та спортсменсене вăй пачĕ пулинех, кашниех хăйĕн командине мала кăларассишĕн тăрăшрĕ.

Атлетсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый саламларĕ, ăнăçу, сывă пурнăç йĕркине яланах çирĕп тытса пыма ырă сунчĕ.

Ăмăртăва пилĕк ушкăнпа йĕркеленĕ. Çемье командисен йышĕ хальлĕхе пĕчĕк пулчĕ пулин те, вăл тупăшу хĕрÿлĕхне пĕрре те чакармарĕ. 7 çула çитичченхи ачаллă çемьесем хушшинче Елчĕкри Портновсем – Денис, Елена, Артур – çĕнтерчĕç. Тĕмерти Сергей, Алевтина, Тимофей Солинсем – иккĕмĕш. 8 çултан пуçласа 14 çула çитичченхи ачасемлĕ çемьесенчен Аслă Елчĕкри Алексей, Надежда, Антон Мешковсем палăрчĕç. Портновсем ку ушкăнра Давид ывăлĕпе призерсен йышне кĕчĕç.

Эстафетăн чи кăсăклă пайĕ – шкул ачисен тупăшăвĕ. Тĕп шкулсен ушкăнĕнче Елчĕксем те команда тăратнă та – ăнăçуллă. Финиша вĕсем хыççăн Патреккелсемпе Аслă Таяпасем çитрĕç. Вăтам шкулсен хушшинче те Елчĕксене çитекенсем пулмарĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш – Курнавăшсемпе Çирĕклĕ Шăхальсем.

Тăхăр ял тăрăхĕн администрацийĕ те команда тăратнине палăртма кăмăллă. Пуçлăхсем хăйсем хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартни вара уйрăмах паха: Сергей Солин /Çирĕклĕ Шăхаль/, Алексей Трофимов /Тăрăм/, Георгий Зайцев /Аслă Пăла Тимеш/, Михаил Егоров /Лаш Таяпа/ пуçласа мар старта тухрĕç. Пьедестал çине кунта Курнавăшсемпе Çирĕклĕ Шăхальсем тата Кĕçĕн Таяпасем хăпарчĕç.

Предприятисемпе организацисен, учрежденисен ушкăнĕнче çулсерен тĕп больницăпа ветстанци командисем малти вырăншăн кĕрешетчĕç. Хальхинче вĕсен призлă вырăнсемпе çырлахма тиврĕ, мĕншĕн тесен район администрацийĕн ăста атлечĕсем вăйлăрах пулчĕç.

…Эстафета иртсе кайрĕ. Анчах ăмăртусем вĕçленмен-ха. Çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнисем паян Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен 81-мĕш эстафетăна хутшăнаççĕ.



07 сентября 2019
10:42
Поделиться