Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырă ятлă бухгалтерсем

Лидия Щипцовăпа Надежда Мешкова муниципалитетăн «Елчĕк районĕнчи финанспа ресурссен тивĕçтерĕвĕн центрĕ» хысна учрежденийĕнче бухгалтерта тăрăшаççĕ.

Лидия Николаевна çак ĕçре пĕр улшăнмасăр 37 çул ытла вăй хурать.

– Шут ĕçне кăмăлланăранах суйларăм çак профессие, паянхи кун та ĕçе чунтан юратса пурнăçлатăп, – тет пархатарлă ĕçшĕн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствисен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ ĕçчен.

– Пирĕншĕн, çамрăксемшĕн, ырă тĕслĕх вăл, ĕçпе анчах мар, канаш-сĕнÿпе яланах пулăшать, – калаçăва хутшăнать Надежда Александровна, кунта 2009 çултанпа тăрăшаканскер.

Бухгалтерсем обществăлла ĕçре те хастар.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Л.Щипцовăпа Н.Мешкова ĕç пÿлĕмĕнче.



07 сентября 2019
10:39
Поделиться