Поздравление с Днем финансиста

Финанс отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!


Сире чĕререн професси уявĕпе – финансист кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Сирĕн эффективлă ĕçĕртен, укçа-тенкĕпе тĕрĕс те тĕллевлĕ усă курнинчен район экономики тикĕс аталанасси, социаллă тата ытти проектсене ăнăçлă пурнăçласси килет.

Шансах тăратпăр, хăвăр суйласа илнĕ ĕçĕрте яваплăха туйса, тăрăшса ĕçлесе эсир районта пурăнакансен пурнăç шайне тата та лайăхрах тума май парăр.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, профессиллĕ утăмсем, шанчăклă ĕçтешсем, ăнăçу тата çитĕнÿсем сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ              И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                 Н.П.Миллин.



06 сентября 2019
16:55
Поделиться