Андриян Григорьевич Николаев – чăваш кăйкăрĕ
Çак темăпа класс сехечĕ ирттерчĕ Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулти 2, 4 класс ертӳçи Е.Е.Григорьева.
Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, икĕ хут Совет Союзĕн паттăрĕ, тĕнчери космонавтика Академийĕн академикĕ, техника наукисен кандидачĕ, авиаци генерал- майорĕ А.Г.Николаев çуралнăранпа 90 çул çитрĕ.
Вăл Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче кун çути курнă.
1962- мĕш çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче тĕнче уçлăхне «Восток-3» космос карапĕ вĕçни çинчен радио пĕтĕм тĕнчене хыпарлать. Вăл карапа СССР гражданинĕ А.Г.Николаев тытса пырать. Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче космоса «Восток-4» çĕкленет. Унăн командирĕ – Совет гражданинĕ П.Р.Попович подполковник. Çапла икĕ совет карапĕ ушкăнланса пĕрле вĕçме тытăнать. А.Г.Николаевпа П.Р.Попович космосра та тухăçлă ĕçлеме май пуррине кăтартса панă, тĕпчемелли ĕçсене пĕтĕмпе туса çитернĕ.
Андриян Григорьевич Николаев 95 сехет вĕçсе Çĕр тавра 64 хут çаврăнать, вăл чи малтанхи хут карапăн кабининче хăй ларнă креслоран салтăнса нимĕнрен тытăнмасăр хăй ирĕккĕн вĕçсе кăтартать.
1970-мĕш çулта пирĕн ентеш «Союз-9» караппа иккĕмĕш хут тĕнче уçлăхне çĕкленет.
Андриян Григорьевич Николаевăн ячĕ пĕтĕм тĕнче историне, Тăван çĕр-шыв историне кĕрсе ĕмĕрсене хывăнчĕ, унăн чыслă ячĕ наукăпа техникăн чи пултаруллă ĕçченĕсемпе пĕр ретре. Тĕнче уçлăхне тĕпчесе пĕлес енĕпе вăл тĕнче наукине хăй пултарнă таран пуянлатрĕ, хамăрăн çĕр-шыва , чăваш халăхне чапа кăларчĕ. Вăл – чăн-чăн паттăр.
Пирĕн те А.Г.Николаев пек Тăван çĕр-шывшăн усăллă ĕçсем тума тăрăшса ӱсмелле, тăван халăхшăн кирлĕ çынсем пулмалла тесе пĕтĕмлетрĕç иккĕмĕшсемпе тăваттăмĕшсем «Андриян Григорьевич Николаев – чăваш кăйкăрĕ» презентаципе паллашнă май.