Поздравление с Днем знаний

Поздравление с Днем знаний

Хисеплĕ ачасем, вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ!

Сире чĕререн Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе – Пĕлÿ кунĕпе саламлатпăр!
Пĕлÿ кунĕ кашни çыншăн çывăх, хаклă. Шкул çулĕсем мĕнпур çын чун-чĕринче ырă аса илÿсем хăвараççĕ, малашлăха çул уçаççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ.

Пуçласа шкула килекенсемшӗн  Пĕлÿ кунĕ татах та пӗлтерӗшлӗ.  Ҫавӑнпа та вӗсене çутă малашлăх, савăнăçлă та асра юлакан самантсем, тарăн пĕлÿ сунас килет. Шансах тăратпăр, çамрăк ăру шкулта пухнă пĕлÿпе пурнăçра тĕллевлĕ усă курĕ, пысăк ÿсĕмсем тăвĕ.
Ҫӗнӗ вĕренÿ çулĕнче вĕрентекенсене профессиллĕ çитĕнÿсем, вĕренекенсен юратăвне, хисепне сунатпӑр, ачасене  палăртнă тĕллевсем патне çитме ăнăçу, ҫутӑ малашлăх сунатпăр.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вĕренÿре тата ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ                   И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                Н.П.Миллин.



30 августа 2019
17:00
Поделиться