Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патреккелсем уявра савăнчĕç

Августăн 28-мĕшĕнче – Успени кунĕнче /Турă Амăшĕ Таса хĕр Мария вилнине палăртни/ Патреккелсем ял уявне паллă турĕç. Пĕрле пуçтарăнса кашниех чун-чĕререн савăнма тата кăмăлтан канма пултарчĕ.
Уяв программи анлă пулчĕ. Халăх чи малтанах кăçал яла пырса кĕрес умĕн вырнаçтарнă ял ятне палăртакан стелăна уçма хутшăнчĕ. Пуçтарăннисене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова, «Прогресс» ЗАО директорĕ Петр Скворцов саламларĕç. Обществăлла ĕçре хастарлăхпа палăракан çемьесем Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Тĕп мероприятисем каçхине 19 сехетре ялти культура керменĕ çумĕнчи площадкăра малалла тăсăлчĕç. Ял халăхĕ те, ялта çуралса ÿссе тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланнă ентешсем те йышлăн пуçтарăнчĕç кунта. Малтанах алă ĕçĕсенчен тата апат-çимĕçрен хатĕрленĕ «Чи лайăх апат-çимĕç ăсти», «Чи илемлĕ чечексен пуххи» ятпа хатĕрленĕ куравсемпе паллашрĕç. Ятарлă конкурсра К.Львовăпа С.Миллина çĕнтерчĕç.
Тирпей-илем тăвас енĕпе йĕркеленĕ конкурссен çĕнтерÿçисене те чысларĕç. «2019 çулхи чи лайăх урам» ята Çурçĕр урамĕ çĕнсе илчĕ. «Чи лайăх уйрăм хушма хуçалăх» Алексейпе Алина Кудряшовсен, «Чи лайăх кил-çурт» Юрийпа Зинаида Миллинсен пулнине палăртрĕç, хуçисене парнесемпе чысларĕç. Çавăн пекех спортри харсăр çемьесене, хастар ватăсене, 90 çултан иртнĕ тыл ĕçченĕсене, чи çамрăк гражданина сума сурĕç.
Патреккел халăх хорне 48 çул ытла ăнăçлă ертсе пыракан Геннадий Арсентьевич ял халăхĕн культура шайне ÿстерес, çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе чылай çул ырми-канми ĕçлет. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ял халăхĕ умĕнчи ырă та пархатарлă ĕçĕсемшĕн кăçал «Патреккел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята илме тивĕç пулчĕ. Уява пуçтарăннисем ăна çак ятпа ăшшăн саламларĕç.
Халăх вăййисемпе спорт мероприятийĕсем илем тата хаваслăх кÿчĕç. Тукас тата Анаткас çамрăкĕсем сарафансем тăхăнса футболла вылянă вăхăтра тавралăх кĕрлесе тăчĕ. Халăх велочупура, канат туртас, алă вăйĕ виçес, кире пуканĕ йăтас енĕпе иртнĕ ăмăртусенче те активлă пулчĕ.
Уява йĕркелес ирттерме пулăшнă «Прогресс» АХО, Александрпа Светлана Гавриловсен, Владимирпа Руфина Воронцовсен, Маринăпа Александр тата Надеждăпа Андрей Сыкинсен, пĕр тăван Плотниковсен, Татьяна Теплован çемйисем, Александр Кудряшов, Владимир Доброхотов, Эльвира Рахмина /Теплова/, Владимир Иванов, Сергей Миллин тата ыттисем те тав сăмахĕсене тивĕçрĕç.
Тĕп хуларан килсе çитнĕ Виктор Петров артистпа чăваш эстрада çăлтăрĕсем, тÿпене тĕрлĕ тĕспе çĕкленнĕ фейерверк ташă каçне хаваслăх кĕртрĕç.



29 августа 2019
08:14
Поделиться