«Малашлăха билет»

Чăваш Енре «Вĕренÿ» наци проекчĕн регионти «Кашни ачан ÿсĕмĕ» проектпа килĕшÿллĕн 6-11 классенче вĕренекен шкул ачисен «Малашлăха билет» профориентаци проекчĕ старт илет.

2019 çулта унта 9,2 пин шкул ачи хутшăнма пултарать. Вĕсем хăйсем килĕштерекен професси çинчен ыйтусем çине хуравлаççĕ, паянхи пурнăç ыйтакан малашлăх профессийĕсем пирки тĕплĕнрех пĕлеççĕ. Тест тĕрĕслевĕ виçĕ тапхăрпа иртет. Кашнийĕшĕ çирĕп йĕркепе «Профессие мĕнле суйламалла?», «Манăн мĕнле пултарулăх?», «Мана мĕнле сфера интереслĕ, вĕсем çинчен мĕн пĕлетĕп эпĕ?» ыйтусене хуравлĕ. Тест пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 5 пин ытла вĕренекен малалла аталанма, çавăн пекех професси траекторине уçăмлатма рекомендацисем илĕ.

Ачасене професси суйласа илме пулăшса пĕрлĕх кунĕсем тата профориентаци эрнисем, предприятисенче уçă алăксен кунĕсем йĕркелеççĕ, професси ăсталăхĕн чемпионачĕсене, экскурсисене илсе çÿреççĕ, тĕрлĕ тĕл пулусем ирттереççĕ.

Аса илтеретпĕр, «Малашлăха билет» федераци проектне Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулхи Пĕтĕм Раççейри «Наставник» форума хутшăннă чухне пуçарнă. Проект апробацине пирĕн республика пĕлтĕр пилотлă режимпа хутшăннă. Унпа килĕшÿллĕн республикăри 3 пин ытла шкул ачи ыйтусем çине хуравланă, опытлă наставниксем ертсе пынипе колледжсемпе техникумсен никĕсĕ çинчи тĕрлĕ мастер-классене хутшăннă.

Проекта пурнăçа кĕртессин тĕп çул-йĕрĕсем пирки педагогсен республикăри конференцийĕн секци площадкисенче çутатнă. ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ С.Кудряшов пленарлă ларура «Малашлăха билет» проект хута каясси пирки пĕлтернĕ май вĕренÿ учрежденийĕсене ăна пурнăçа кĕртме хушу панă.

Сăн ÿкерчĕкре: шкул ачисем Шупашкарти технологипе апат-çимĕç тата коммерци техникумĕнче мастер-класра.



Елчек ен
28 августа 2019
10:11
Поделиться