Республика шайĕнчи конкурсра - пĕрремĕш
Нумай пулмасть Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç тĕп шкулне ырă хыпар çитрĕ. Çак шкулта ĕçлекен Федорова Елена Сергеевна республика шайĕнче иртнĕ «Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх урокĕ» республика шайĕнче иртнĕ ІІ этапри конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Диплома тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, виçĕм çул та çак конкурсра вăл çĕнтерÿçĕ пулса тăнăччĕ. Пĕлтĕр вара, республика шайĕнче Вĕренÿ институчĕ ирттернĕ хăйсем çырнă сценарисен конкурсĕнче призёрсен ушкăнне кĕме пултарнă. Малалла та ăна ăнăçу сунар!
Отдел образования и молодёжной политики администрации Яльчикского района