Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем строителя

Строительство отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 Сире чĕререн професси уявĕпе – Строительсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

 Строитель ĕçĕ – хисеплĕ те кашнийĕншĕн пĕлтерĕшлĕ професси. Строительсен кирек мӗнле ӗҫӗ те ҫынсен пурнӑҫ шайне, пахалăхне ӳстерет, тавралӑха илем кӳрет.

Строительсем çĕклекен объектсем района сăн кĕртеççĕ, малалла аталанма çул уçса параççĕ. Ӗçе юратни, тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыни, яваплăха туйса ĕçлени малашне те палăртнă задачăсене ăнăçлăн пурнăçласа пыма май парĕç.

 Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх,  тулли телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

 

                                                         Елчĕк район пуçлăхĕ                                          И.И.Васильева.

 Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                   Н.П.Миллин.

 



09 августа 2019
17:03
Поделиться