Поздравление с Днем физкультурника
Хисеплĕ физкультурниксем, физкультурăпа спорта юратакансем!
Сире чĕререн професси уявĕпе - Физкультурниксен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Спорт тата физкультура пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнаççĕ. Спортпа туслашни сывлăха çирĕплетет, çынна вăй, илем кĕртет, кăмăла çирĕплет, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать.
Физкультурӑпа спорта аталантарас ӗҫ ҫине юлашки ҫулсенче ытларах тата ытларах тимлӗх уйӑрни, ҫынсем хӑйсем те сывӑ пурнӑҫ енне туртӑнни – ырӑ пулӑм. Паян районта спортпа туслашма пур майсем те пур.
Ачасен тренерĕсене, сывă пурнăç йĕркипе пурăнса ыттисене тĕслĕх кăтартакансене, спорт çитĕнĕсемпе район чысне çĕклекенсене чĕререн тав сăмахĕ калатпăр, çирĕп сывлăх, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин.