Сире професси уявӗпе - Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе ӑшшӑн-ӑшшӑн саламлатпӑр!
Ку чухне почтӑсен шанчӑклӑ ҫыхӑнӑвӗ информаци пӗрлӗхне уҫҫӑн ҫутатма муниципалитетӑн экономикине аталантарма, влаҫпа бизнес хушшинчи ӗҫе ҫирӗплетме пулӑшса пырать. Ҫав вӑхӑтра почта халӑхшӑн чи шанчӑклӑ ҫыхӑну шутланать.
Хальхи вӑхӑтра почта хӑйӗн килӗсенче тӗрлӗ йышши пулӑшу парать. Пирӗн районти почта уйрӑмӗсенче пысӑк хисепе тивӗҫлӗ, хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ҫынсем вӑй хураҫҫӗ.
Сире пурне те уявпа саламланӑ май тӑрӑшуллӑ ӗҫӗршӗн, професси ӑсталӑхӗшӗн, чӑтӑмлӑхшӑн тав тӑватпӑр. Ӗҫӗрте те, ҫемьере те ӑнӑҫусем, ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр. Эсир халӑх патне илсе ҫитерекен хыпарсем пурте лайӑххисем ҫеҫ пулччӑр.
И.ВАСИЛЬЕВА, район пуҫлӑхӗ.
Н.МИЛЛИН, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ.