Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тӑрӑм ял тӑрӑхӗнчи масарсене юсанӑ

Тӑрӑм ял тӑрӑхӗнчи  масарсене юсанӑ

Тӑрӑм ял поселенийӗнче ултӑ ялта 7 масар, вӗсенчен Анатри Тимешре иккӗ. Унсӑр пуҫне Хӗрлӗ Ҫыр ялӗнче Чӑваш Наци Конгресӗн хастарӗсем тӑрӑшнипе ХVII-ХVIII ӗмӗрсенчи чул юпасене ҫӗнетнӗ. Ҫак «Кивӗ масара» чаваш патшалӑхӗ сыхлать.

Тӑрӑм ял поселенийӗн администарцийӗ масарсен лаптӑкӗсене виҫтернӗ, регистрации витӗр тухнӑ. Тӑрӑмра тата Тӑрмӑшра масар лаптакӗсене виҫсе пысӑклатнӑ.

Поселени администарцийӗнче ялсенчи масарсем ҫинче пытарнисене шута илсе пыраҫҫӗ, 2014 ҫулхи 4-мӗш постановленипе килӗшÿллӗн «Журнал захоронений» ҫырӑнса пырать. Сӑмахран, кӑҫал 6 ялта 13 ҫынна пытарнӑ.

Кашни ҫулах масарсем ҫинче май –июнь пуҫламӑшӗнче субботниксем иртеҫҫӗ. Ĕҫе йӗркелесе пыракансем- ял старостисем: Кириллов В.В., Соловьева В.В., Петрова Л.В., Александров О.В., Сергеева Е.А. Ку ӗҫе пур ялта та хастар хутшӑнаҫҫӗ. Анатри Тимешре кашни ҫул масар юписене шуратса тӑраҫҫӗ, ҫӗнӗ масар ҫинче 7 ҫул каялла лартнӑ чӑрӑшсем ҫÿллӗ ÿссе кайнӑ. Тарӑмри пысӑклатнӑ масар ҫине те хырпа чӑрӑшсем лартнӑ. 

Юлашки 5 ҫулта пур ялта та масар алӑкӗсене улӑштарнӑ: Хӗрлӗ Ҫыр, Тӑрмӑш, Тип Тимеш ялӗсенче тимӗрлӗ (кованый) алӑксем вырнаҫтарнӑ. Палӑртса хӑварас пулать, Тӑрмӑшра тата Тип Тимешре уйрӑм ҫынсем - Кузнецов Вячеслав Александрович тата Карпов Юрий Михайлович тӑрӑшнӑ, Хӗрлӗ Ҫырта ял ҫыннисем пӗрлехи вӑйпа тунӑ.

Анатри Тимешре, Хӗрлӗ Ҫырта тата Тӑрмӑшра масар картисене тӗпрен юсанӑ.

ФОТО



Сабанчинское сельское поселение Яльчикского района
18 июня 2019
10:22
Поделиться