Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем медицинского работника

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем медицинского работника

Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем тата сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсем!


Сире чĕререн Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Медицина ĕçченĕн профессийĕ чăннипех те сăваплă, чи кирлĕ те пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Сывлăх пурнăçра чи кирли тетпĕр пулсан, сывлăх хавшасан эпир чи малтан медицина ĕçченĕ патне васкатпăр. Мĕншĕн тесен эсир хăвăрăн пĕлĕвĕрпе çынсене сывататăр, кирлĕ сĕнÿ-канаш паратăр, пурнăçне çăлса хăваратăр. Ăста медицина ĕçченĕ чирлĕ çынна ăшă сăмахпа та сиплет.
Районти мĕнпур медицина ĕçченне, сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсене пархатарлă ĕçĕршĕн, иксĕлми вăй-халăрпа хастарлăхшăн, чирлĕ çынсемпе кăмăллă пулнăшăн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу, çитĕнÿсем сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ         И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ          Н.П.Миллин.



14 июня 2019
13:25
Поделиться