Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем социального работника

Хисеплĕ социаллă ĕçченсем!


Сире чĕререн професси уявĕпе – социаллă ĕçченсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Эсир çĕр çинче питех те кирлĕ, çынсене куллен тĕрлĕ пулăшу, хÿтлĕх паракан ĕçченсен профессине суйласа илнĕ. Пурнăç йывăрлăхĕсемпе тĕл пулакансене тимлĕх уйăрасси, вĕсене тепĕр чухне ăшă сăмахпа та пулин пулăшасси, чăтăмлă, ырă кăмăллă пуласси – сирĕн ĕçри чи кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ енсем. Сирĕн тимлĕхе пула ватă, сусăр çынсем, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесем тата ачасем пулăшу илеççĕ, пурнăç çине ăшă кăмăлпа пăхаççĕ.

Йышăнса илсемĕр уяв кунĕ сире пархатарлă ĕçĕршĕн тав туса каланă ăшă сăмахсене. Малашнехи ĕçĕрсем те сирĕн ăнса пыччăр. Сывлăхлă, телейлĕ, пултаруллă пулăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ        И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Н.П.Миллин.



07 июня 2019
16:11
Поделиться